Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Анне, сана юратса…

16:43 23 ноября 2017 г.

Васанти  культура çуртне иртнĕ çул тĕпрен юсаса çĕнетнĕчĕ-ха: клуб çурчĕн çивиттине улăштарса тутăхман профнастилпа витнĕччĕ, курав залĕнчи урайне, сценăна, чÿречесене пластикран тунă рамăсемпе çĕнетсе улăштарнăччĕ. Ял тата район администрацийĕ çине тăнипе вара нумаях пулмасть  ялти клуб палăрмаллах çĕнелсе улшăнчĕ.     

Кăçал пирĕн Васанти культурă çурчĕ  Чăваш  республинче «Вырăнти Культура çурчĕ» проекта пурнăçлас тĕлĕшпе ирттернĕ конкурсĕнче çĕнтерсе ялти клуба модернизацилеме 460 пин тенкĕ укçана илме тивĕç пулнă. (çав шутра федераллă бюджетран 400 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 44 пин, вырăнти бюджетран 15 пин тенкĕ).

Çак укçапа вара пирĕн валли вĕр-çĕнĕ компьютерсемпе сасă вăйлăлатакан аппаратура, микшерпа радиомикрофонсем, видеопроекторпа экран, светомузыка,  сцена çине çакмалли чаршавсем, концертсенче тăхăнмалли илемлĕ чăваш кĕписем туяннă. Халĕ эпир те районти ытти пысăк клубсем пекех хамăрах фонограммăсем хатĕрлеме, экран çинче презентацисемпе видеороликсем кăтартма, интернета кĕрсе тĕрлĕрен çĕнĕ юрă-таша вĕренме, интереслĕ сценарисем хатĕрлеме пултаратпăр.   

Савăнăçлă каçра концерт курма пуçтарăннисене Васан ял администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Ильинпа  халăх музейĕн ертÿçиял депутачĕ Герман Ларшников саламларĕç.

Васансене уяв ячĕпе саламлама çавăн пекех район администрацийĕн социаллă аталану  пай пуçлăхĕ Владимир Петьков,  Республикăри халăх пултаруллăх Çурчĕн директорĕ Светлана Яковлева, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи культура учрежденийĕсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕсем  Алина Петровапа Валентина Кузьмина та килнĕ.

Вĕсем юлашки çулсенче федераллă, хамăр республика тата вырăнти бюджетсенчен ялти культурăна аталантарма, культура çурчĕсене юсаса çĕнетме тата çĕнĕ йышши оборудованипе, концерт кĕписемпе тата сцена  «тумĕсемпе» тивĕçтерме, культура ĕçченĕсен ĕç укçисене ÿстерме самаях укçа-тенкĕ ÿстерни çинчен, çавна май культура ĕçченĕсен яваплăхĕ те, ĕç пахалăхĕ те, ялти культура шайĕ те сисĕнмеллех лайăхланса улшăнмалли çинчен асăнса хăварчĕç. Ялти пултаруллă çынсене, художествопа пултаруллăх  ĕçне хастар хутшăнакансене, юбилярсене Тав çырăвĕсемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç.

Уяв каçне  малалла тăсса вара Васанти çĕнетсе модернизациленĕ клуба çĕнĕрен уçнине тата çак сăлтавпа усă курса, шăпах çак кунсенче пĕтем çĕршывĕпех уявлакан Аннесен кунне халалласа  çĕнĕ тум тăхăннă ялти артистсемпе шкул ачисем  илемлĕ концерт кăтартрĕç. Зала лăк-тулли пухăннă куракансем вара вырăнти артистсен кашни юрри-ташшинех тăвăллăн  алă  çурса хавхалантарса тăчĕç, ялпа район, республика  ертÿçисене ялти культура çине  пысăк тимлĕх уйăрнишĕн чунтан хавхаланса тав сăмахĕсем каларĕç.

 ФОТОРЕПОРТАЖ

 
 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Шемуршинский район Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика