Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Днем российской печати и Днем чувашской печати

16:04 12 января 2018 г.

Хисеплӗ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем!

Сире Раççей тата Чăваш пичечӗн кунӗсем ячӗпе чун-чӗререн саламлатăп!

Эсир çынсене çӗршыв пурнăçӗнчи тата тӗнчери пысăк пулăмсемпе, обществăшăн пӗлтерӗшлӗ хыпарсемпе вăхăтра паллаштаратăр. Халăха çутта кăларас, социаллă çивӗч ыйтусене татса парас тӗлӗшпе те сирӗн ӗçӗн хакӗ пысăк.

Эсир яланах малти ретре, çитӗнÿсемпе çӗнтерÿсем, улшăнусемпе паллă ӗçсем çинчен каласа кăтартатăр, вӗсене хак паратăр. Ку питӗ кăткăс тата яваплă ӗç, çапах ăна пичет ӗçченӗсем пысăк шайра тата тивӗçлӗ пурнăçласа пыраççӗ. Ахальтен мар пӗлтӗр республикăри кăларăмсенчен чылайăшӗ Пӗтӗм Раççей конкурсӗсенче çӗнтерÿçӗсемпе лауреатсем пулса тăчӗç.

Пӗтӗм чунтан сире çирӗп сывлăх, ырлăх, хавхалану, ӗçре ăнăçу, профессире пысăк çитӗнÿ тума сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуçлăхӗ                       Михаил Игнатьев 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Первоисточник: Официальный портал органов власти Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика