Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Юхрĕ юрă ян та ян ытарайми Чаткасра!

15:50 20 августа 2018 г.

ПĔЛĔШ-тантăша, тус-юлташа пĕрле пуçтарăнма, пĕр-пĕринпе курса калаçма йыхравлакан тĕп уявсенчен пĕри вăл - ял кунĕ. Пурнăç çулĕ кирек ăçта илсе çитерсен те кашни çын хăйĕн пĕчĕк тăван çĕршывне яланах асра тытать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕ-сенче тĕпленнĕ ентешсем те тăван тăрăхшăн тунсăхлаççĕ. Çавăнпа вĕсемшĕн ял кунĕ - чи кĕтнĕ уяв.

Виçĕмкун, августăн 19-мĕшĕнче, Панулми сăпасĕн уявĕнче, Анат Чаткас ял тăрăхĕн çыннисем ял уявне паллă турĕç. Уяв ял варринче - Анат Чаткасри Культура çурчĕ çумĕнчи хурăнсемпе ешерекен паркра иртрĕ. Савăнăçлă уява Анат Чаткас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Петрова уçрĕ, уявпа саламланă май вăл ялти чи маттур та хастар çынсене, юбилярсене грамотăсем, Тав хучĕсем тата парнесем парса чысларĕ. Малашне те ял çыннисемпе пĕрле туслă килĕштерсе ĕçлесе пурăнасси пирки шансах тăнине палăртрĕ. "Чи лайăх урам" ята Тури Чаткасри Терешкова урамĕ тивĕçрĕ. "Чи лайăх кил хуçалăхĕ" ята Н.Ильинăн, "Чи лайăх сад" М.Кузьминăн, "Пỹрт умĕнчи чи лайăх чечек пахчи" В.Морозован, "Чи лайăх пахча" В.Воробьевăн, "Чи лайăх ял" - Хĕрлĕ Васан паççулкки пулчĕ. Çавăн пекех уява ирттерме пулăшнă хастарсене те чĕререн тав турĕ. Вĕсем тăван ял тăрăхĕшĕн чунтан çунакан, тăван яла юратакан çынсем. Тав сăмахне О.Еремеев, В.Максимов, В.Павлов, И.Майоров, А.Козлов, А.Иванов тивĕçрĕç.

Çавăн пекех ял халăхне саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов та килсе çитрĕ. Уяв ячĕпе саламланă май хастар та маттур çынсене район администрацийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ, пурне те савăк кăмăл-туйăм, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тата ырлăхпа телей сунчĕ. Тăван районшăн тунă ырă ĕçсемшĕн ял халăхне чĕререн тав турĕ.

Уяв, паллах, юрă-ташăпа илемлĕ. Ялти Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ "Шурăмпуç" фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ, ял халăхне савăк кăмăл парнелерĕ. Чаткас çыннисене хавхалантарма кỹршĕри Пуянкассинчи "Аххаяс" халăх фольклор ушкăнĕ те килсе çитрĕ. Вĕсем хăйсен янăравлă сассисемпе уява илем кỹчĕç, юрри-ташшисемпе савăнтарчĕç. Çавăн пекех Н.Ильина тата Е.Муравьева юрлакан юрăсем те халăха килĕшрĕç. Кỹршĕри Тутарстан республикинчи Турхан Упи ялĕнчи Павловсен çемйи те таврана илемлĕ юрăсем янратса саламларĕ.

Ялти кашни урам хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Сĕтелĕсем шăрттанпа та килти кăпăклă сăрапа йăтăнса тăраççĕ. Ак, юнашарах, панулмирен тунă кăпăшка куклисем, пỹремечĕ, икерчи... Кашни касра савăнăçлă шăв-шав тăрать, пĕри ачине таканккипе сиктерет, тепри тахçанах курман пĕлĕшне-тăванне курнă та унпа чунтан шăкăл-шăкăл пуплет... Юрлать, ташлать, янăрать ытарайми Чаткас енĕм! Акă таврана техĕмлĕ шашлăк шăрши сарăлчĕ, кунтах шỹрпи те вĕрет. Тутлă шашлăкпа ял çыннисене Шăмăршăри Е.Кузьмина сăйларĕ.

Спорт ăмăртăвĕсем те хĕрỹ иртрĕç уявра. "Кандикап" мелĕпе чупса та çĕнтерỹçĕсем парнеллĕ пулчĕç. Футболла выляссипе те ăмăрту çивĕч иртрĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе те ачасем те, аслисем те Дипломпа хаклă парнеллĕ пулчĕç. Çивĕч те хĕрỹ кĕрешỹре вара Петр Майорова çитекенни пулмарĕ. Чи хаклă парнене - такана та (спонсорĕ М.Самсонов) вăлах тивĕçрĕ. "Маттур, Петя!" - тесе саламларĕç çĕнтерỹçĕне тусĕсем.

Шупашкартан килнĕ А. Шадриков, П.Садовников, А.Пăрчăкан тата пирĕн ентеш - Чаткас каччи Н.Пыркин ял çыннисене хаваслă юрăсем юрласа савăнтарчĕç.

Уяв асра юлмалли савăк самантсем, кăмăллă тĕл пулусем парнелерĕ, çĕнĕ туссем тупма пулăшрĕ. Ял çыннисем уявран килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç, тепĕр çул та çакăн пек пĕрле тĕл пулма калаçса татăлчĕç.

Н.ИЛЬИНА. Автор сăн ỹкерчĕкĕсем.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика