Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пăрчăканах тейĕн çав…

31 октября 2017 г.

Пăрчăканах тейĕн çав…

ЧĔРРĔН тинкерекен мăшăр симĕс куç, тỹрĕ сăмса, кулнă чух сăн-пите ăшпиллĕх сапалакан çỹхе тута, хыçалалла тирпейлĕн пуçтарнă çырă çỹç, çулне кура мар çăмăл шăм-шаклă лутра кĕлетке, ярăнчăк утă, туйăмлă пуплев... Веçех килĕшỹллĕ, илĕртỹллĕ унра! Тата пăрчăкан пек, лара-тăра пĕлменскер, кашни саманта ĕçе халаллаканскер. Çак сăмахсене тивĕçлĕ Палтиелĕнчи Полина Викторовна Стратилатова.

... Етĕрне районĕнчи Анат Сăнар ялĕнче Моисеевсен çемйинче çуралнă вăл. Почтальонкăра тимлекен Нина Гурьевнăпа Виктор Моисеевич колхозник тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкрен ĕçе, йĕркелĕхе хăнăхтарнă. Ĕç ветеранĕсене ырăпа аса илет Полина Викторовна. Ольгăпа Надежда аппăшĕсенчен, Вячеслав пиччĕшĕнчен вара Полина тăванлăх, туслăх хакне ăнланма вĕреннĕ.

Ялти пуçламăш, Советскинчи вăтам шкулсенче пĕлỹ илнĕ хĕрача. Вĕренỹ отличницине, хастар общественницăна 7 класра вĕреннĕ чух Пĕтĕм Союзри «Артек» пионерлагере канма янă. Çакă, паллах, ăна хавхалану кỹнĕ.

1980 çулта, аттестат илсен, мал ĕмĕтлĕскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.Физикăпа математика факультетне суйласа илнĕ вăл. Ĕмĕтри çутă сăнар - Зоя Антоновна Антонова вĕрентекен пек чăн-чăн математик пулас тĕллев илсе çитернĕ ăна çакăнта. Хăюлăхне-хастарлăхне кура пĕрремĕш курсранпах ушкăн старостин тивĕçне пурнăçланă Моисеева. Çулла студентсен строительство отрядĕнче тар тăкнă. Елчĕк тăрăхĕнче тĕрлĕ объект купаланă. Пĕр ушкăнра вĕренекен Леонид Стратилатов - анлă тавракурăмлă, ылтăн алăллă каччă - тури чăвашсен маттур хĕрне шăпах ССОра - хĕрỹ ĕçре асăрханă. Çамрăксем хушшинче юрату çуралнă. 5 курса çитсен пĕр-пĕрне савакан чĕресем 1985 çулхи январьте туй кĕрлеттернĕ. Сентябрь уйăхĕнче вара çамрăк специалистсем Палтиел вăтам шкулĕнче ĕç биографине пуçланă. Леонид Анатольевич - пуçламăш çар пĕлĕвĕпе, Полина Викторовна математикăпа урок ирттернĕ.

...Унтанпа нумай шыв-шур юхса иртрĕ. П.В.Стратилатова мăшăрĕн тăван ялĕнче ĕçлеме пуçлани 32 çул ĕнтĕ. Çак тапхăрта çĕршер ачана кăткăс та кăсăклă математика тĕнчине илсе çитернĕ вăл. Пурнăçра кирлĕ хăнăхусене алла илме пулăшнă. Самана таппинчен юлмасăр пĕлĕве ỹстерни, методикăри ăсталăх, профессие чунтан юратни, ачасен психологине витĕр туйса тăни, нимрен ытла вышкайсăр пысăк чăтăмпа ĕçченлĕх Стратилатăвана ỹсĕм çулне тупма пулăшнă.

Вĕри чĕреллĕ вĕрентекен урокра çĕнĕрен те çĕнĕ мелсемпе меслетсене пурнăçа кĕртет. Кашни вĕренекенĕн пĕлỹ шайне, характерне курса-туйса тăрать, çавна май вĕренỹ процесĕнче харпăр уйрăмшарăн ĕçлессине мала хурать. Йывăр сăмах-термина, задачăна ансат чĕлхепе ăнлантарать. Наукăна парăнтарма йывăрланакансемшĕн хушма вăхăт тупать. Çамрăк математиксен кружокне епле хавхаланса ирттерет! Кăсăклă, илĕртỹллĕ! Ачасем кăткăс предметпа интересленни математика эрнисене кирлĕ шайра йĕркеленипе те çыхăннă. «Мĕн? Ăçта? Хăçан?», «Телейлĕ самант», «Форд-баярд», «Тĕлĕнтермĕш уйĕ» йышши конкурс - вăйă ытла та тыткăнлать пĕлме тăрăшакан ачасене.

Дистанци олимпиадисенче, «Кенгуру», «Авангард» конкурсĕсенче те палăраççĕ палтиелсем. Хăй вăхăтĕнче Венера Габитовăпа Ренат Валеев выпускниксем, темиçе хутчен те малти вырăнсене тухса, хаклă парнесене тивĕçрĕç. Халĕ Татьяна Долгова, Софья Стратилатова (7 кл.) пек вуншар ача сулмаклăн пĕрремĕш утăм тăвать.

Полина Викторовна вĕренекенĕсем наукăпа практика конференцийĕсенче яланах лайăх енĕпе палăраççĕ. Екатерина Петрова (икĕ хутчен!), Рузалия Хамдеева, Ольга Долгова, Лия Альда тĕпчевçĕсем призер-лауреат йышне кĕни савăнтарать. Район шайĕнче ку!

Палăртма кăмăллă: 9 класс пĕтернисенчен ытларахăшĕ математика предметне профиль мелĕпе вĕренмешкĕн суйласа илни вĕсен пĕлĕвĕ çирĕппине ĕнентерет.

Вĕренỹ çулĕ тăршшĕпех ППЭне (ЕГЭ) хатĕрленме консультаци йĕркелени - ăнăçу çăлкуçĕ. 2001 çултанпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене тытма пулăшать П.В.Стратилатова. Çулсеренех Палтиел çамрăкĕсем чи йывăр предметпах пысăк балсем пухса аслă вĕренỹ заведенийĕсене кĕме мехел çитереççĕ. 2013 çулта математикăпа тытнă экзаменăн вăтам балĕ палтиелсен районта чи пысăкки (70-рен ытла) пулчĕ. Кунта, паллах, П.В. Стратилатовăн тỹпи пысăк. Ку кăтарту Палтиел вăтам шкулне чыс-хисеп кỹрет.

Вуншар çамрăк юратнă математикăн специальноçне суйласа илнĕ: Флюра Азизова, Алсу Ахмерова, Диана Рахматуллова, Екатерина Карсакова, Лия Альда... Савăнмалăх та, мăнаçланмалăх та пур!

Çичĕ çул ĕнтĕ П.В.Стратилатова математика учителĕсен вырăнти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçинче тăрăшать. Палтиел, Патирек, Анат Чаткас шкулĕсен ĕçтешĕсемпе семинар, çавра сĕтел, уçă уроксен фестивальне йĕркелет. Пĕр-пĕрин опычĕпе паллашаççĕ вара кỹршĕсем, малашлăх планне палăртаççĕ.

Пĕр сиктерми класс ертỹçин тивĕçне пурнăçлать тата Полина Викторовна. Кам çак должность тутине «ас тивнĕ» - çав кăна калама пултарать: мĕн тери кăткăс класри ачасен воспитани ĕçне йĕркелесси, ашшĕ-амăшĕ вырăнне йышăнса, тен, вĕсенчен те ытларах яваплă пулса, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине кăларасси!

Ларма-тăма пĕлми, ырми-канми тăрăшать Полина Викторовна чун туртнă ĕçре.

Пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекене вĕрентỹпе воспитанири çитĕнỹсемшĕн район администрацийĕн, ЧР Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерствин Грамотисемпе чысланă. Ман шутпа, пысăкрах наградăна та тивĕçлĕ ĕçтешĕм. Ĕçри ỹсĕме кура хисепĕ пулмаллах...

Канăçсăр чĕрешĕн ĕç нумаййи - чăрмав мар. Вăл - агитатор, ялти «Акăшпи» фольклор ушкăнĕн членĕ.

Полина Викторовна çемье вучахне упрассишĕн чунтан тăрăшать. Вăл - шанчăклă мăшăр, юратнă анне тата хуняма, çепĕç асаннепе кукамай.

Стратилатовсем икĕ ача ỹстерсе вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Иккĕшĕ те - ĕçчен те пултаруллă. Асли - Петр И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУра технологи учительне вĕренсе тухрĕ. Кире пуканĕ йăтассипе Чăваш Республикин чемпионĕ ятне çĕнсе илчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ. Шупашкарта сĕтел-пукан пуçтаракан пулса ĕçлет. Татьяна мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе ывăл ỹстерет. Анна хĕрĕ шĕкĕр хулари планпа экономика техникумĕнче бухгалтер специальноçне алла илчĕ. Халĕ çемйипе Мускав облаçĕнче пурăнать. Эдуард мăшăрĕпе икĕ ывăл çитĕнтерет.

Каникулта, уйрăмах çулла, Стратилатовсен çурчĕ ачисемпе мăнукĕсен шỹчĕ-куллипе тулать. Аслă ăрури çывăх çынсемшĕн ку - тулли телей.

Çапла, ĕçре - вĕренекенсемпе, килте - мăнуксемпе чи сăваплă ĕçе - воспитани ĕçне чунтан парăнса тăвать мăшăр.

... Яланах васкамалла, ĕлкĕрмелле Полина Викторовнăн. Утти те вăр-вар, чĕри те хĕрỹллĕ. Никам та ăна 55-ре тесе калаймĕ. Çавра çулне çывăх çыннисемпе, тăванĕсемпе Комсомол кунĕнче паллă турĕ. Эпир те, пĕрле ĕçлекенсем юбилейпе саламласа çапла каласшăн: «Сывлăхлă, телейлĕ, яланах - çамрăк пул. Пăрчăканла вăр-варлăх Санра нихăçан та ан çухалтăр!».

З.СВЕКЛОВА.

Палтиел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика