Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа уççăн калаçрĕç

22 декабря 2017 г.

ДЕКАБРĔН 20-мĕшĕнче районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Шупашкартан килнисем - Чăваш Республикин çутçанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Чăваш Республикин стандарт, метрологи тата сăнав регионти центрĕн директорĕ Сергей Абрамов, «Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин «Чăваш Республикин автомобиль çулĕсен управленийĕ» учреждени директорĕ Владимир Доброхотов районти ялсенче пулчĕç, халăхпа тĕл пулусем ирттерчĕç.

А.Коршунов тата Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов район администрацийĕн ĕç коллективĕпе курса калаçрĕç, Экологи çулне пĕтĕмлетрĕç. Çакăн хыççăн вĕсем Шăмăршăри тĕп больницăра пулчĕç, унти коллективпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттерчĕç.

С.Абрамов тата унпа пĕр ушкăнри район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.Федорова Анат Чаткас ял тăрăхне çитсе курчĕç, халăхпа курнăçса тĕрлĕ ыйту çине хуравларĕç. Калаçу, тĕпрен илсен, амăшĕсене ача-пăча çуратса ỹстерме патшалăх паракан çăмăллăхсем çинчен пулчĕ.

В.Доброхотов тата унпа пĕр ушкăнри район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçи О.Алексеев Пуянкасси ял тăрăхне çул тытрĕç. Унта вырăнти активпа калаçу ирттерчĕç, ялти клубра ĕçлекенсемпе тата Виç-пỹрт Шăмăршăри пуçламăш шкул-ача сачĕн коллективĕпе тĕл пулса тĕрлĕ ыйтусем çине хурав пачĕç.

«Хыпар» издательство çурчĕн тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, социаллă аталану пайĕн ертỹçи В.Петьков Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта педагогсемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Вăтам шкулта 143 ача вĕренет. Педагогсем вĕренекенсене тĕрлĕ енлĕ аталантараççĕ. Ахальтен мар шкул ачисем вĕренỹре те, спортра та районта яланах малти ретре.

Истори учителĕ И.Столярова ертсе пынипе 7-мĕш класра вĕренекенсенчен тăракан «Надежда» шырав отрячĕ нумаях пулмасть Хусана Агитбригада фестивальне кайса килнĕ, тĕрлĕ конкурссенче Дипломсем çĕнсе илнĕ.

- Пирĕн ĕçе вĕренекенсем кăтартса параççĕ, - тет Карапай Шăмăршăри вăтам шкул директорĕн заместителĕ Р.Андреева. Кăçал пирĕн икĕвĕренекен: Д.Макарова тата К.Степанов - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăраççĕ. 2018 çулта çакнашкал виçĕ стипендиат пуласса шанса тăратпăр. Виçĕ Дениспа та мухтанмаллипех мухтанатпăр. Вĕсем - 11-мĕш класра вĕренекенсем: Д. Ермолаевпа Д.Яковлев тата 10-мĕш класра ăс пухакан Д.Филиппов. Денис Ермолаев республикăри олимпиадăсенче те темиçе хут та палăрчĕ, вĕренỹ отличникĕ, спортра вара пур енĕпе те маттур: çăмăл тата йывăр атлетика, йĕлтĕр, ишесси, кĕрешỹ... Денис Яковлев та «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать, районта та, республикăра та ăс-хакăл тупăшĕвĕсенче çĕнтерет. Тата вăл чăн-чăн лидер, темле ĕçе те ертсе пыма пултарать. Денис Филиппов та «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕренет, ылтăн алăллă, пуçаруллă ача. Чăн-чăн спортсмен.

Карапай Шăмăршăра вĕренекен кашни ача спортсмен ахăр. Кунта 4 теçеткене яхăн вăй хуракан физкультура учителĕ И.Сабаев çак енĕпе ырми-канми тăрăшать. Вĕренекенсемшĕн шкул директорĕ Ю.Ермолаев та ырă тĕслĕх.

Шкул умĕнчи хоккей коробкинче çамрăксем хĕрсех площадкăна тикĕслеççĕ, шыв пĕрĕхеççĕ. Хоккейла выляма хатĕрлеççĕ ĕнтĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ те вăрма- налла тăсăлса выртать. Кăçал та шкул ачисем те, çитĕннисем те ăмăртусенче хĕрỹ тупăшасси иккĕлентермест.

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех психоневрологи интернатне те çитсе курчĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕрлĕ ыйту хускатрĕ. Чи пăшăрхантаракан ыйтусенчен пĕри – пушартан сыхланасси. Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен вăхăтĕнче ку енĕпе уйрăмах тимлĕ пулмалли çинчен аса илтерчĕ В. Петьков.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика