Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕ сумлă та курăмлă

22 декабря 2017 г.

Унăн ĕçĕ сумлă та курăмлă

РАЙОНТА строительство объекчĕ мĕнрен пуçланать? Чăн малтан пулас çуртăн вырăнне палăртса унăн проектне тума тĕп хулари проект институтне заказ памалла. Ун хыççăн заказчикпе - çурт тăвакан организаципе - килĕшỹ тумалла. Кун хыççăн та çак ĕçе куçран вĕçертме юрамасть, интересленсех тăрас пулать. Юлашки утăм – ĕç пахалăхне хакласси. Çĕнĕ объекта йышăнни çинчен алă пусиччен пур ĕçе те тĕплĕн тĕрĕслемелле. Ку питех те яваплă, васкама юрамасть. Унсăрăн çĕнĕ çуртра пурăнакансем е ĕçлекенсем инкек курма пултараççĕ.

Çак тивĕçе район администрацийĕн строительствăпа ЖКХ пайĕн специалисчĕсем пурнăçласа пыраççĕ. 1977-2007 çулсенче – вăтăр çул хушши пĕр улшăнмасăр! - çак яваплă ĕçре Галина Николаевна Иванова специалист тăрăшнă.

Галина Кондратьева (хĕр чухнехи хушамачĕ) Шăмăршă ялĕнче 1952 çулта йышлă çемьере (7 ача пулнă ашшĕ-амăшĕн) çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Чулхулари строительство техникумĕнчен вĕренсе тухать, ун хыççăн Ульяновск облаçĕнче 3 çул хăйĕн специальноçĕпе ĕçлет (1974-1977 ç.ç.).

- Павловка поселокĕнче инженерта ĕçлени малашнехи пурнăçра питĕ пулăшрĕ, - аса илет халĕ Галина Николаевна. - Тăван Шăмăрша таврăнсан мана тỹрех район администрацийĕн капиталлă строительство (пурăнмалли çурт-йĕр тата промышленнăç строительстви) пайне ĕçе илчĕç.

Шăмăршă районĕнче вăл ĕçленĕ вăхăтра, уйрăмах 1970-1990 çулсенче, кашни пысăк ялтах çĕнĕ шкул, ача сачĕ, клуб, выльăх-чĕрлĕх комплексĕ çĕкленнĕ. Çулсене асфальт сарас ĕç те çак тапхăра килнĕ. Унсăр пуçне район центрĕнче икĕ хутлă нумай хваттерлĕ пурăнмалли çуртсем те пĕрин хыççăн тепри кăмпа пек ỹсме тытăннă. Хĕрỹ ĕç вĕресе тăнă районта – Г.Иванова инженер пĕр объектран теприне ятарлă приборсем - нивелир, уровень - илсе тăтăш тухса çỹренĕ, ĕç пахалăхне тĕрĕслесе тăнă.

Халĕ тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕ, Шăмăршă урамĕсемпе уçăлса çỹренĕ май, хăйĕн ĕçне кашни утăмрах курать. Савăнать Галина Николаевна хăтлă çуртсенче хăйĕн тỹпи те пурришĕн. Аякранах хăйĕн илемĕпе илĕртсе тăракан Культура Керменĕ те унăн алли витĕр тухнă. Кашни кăлтăка вăхăтра тупса палăртнă, çитменлĕхсене пĕтерттернĕ. Ахальтен мар унăн ĕçне правительство шайĕнче те пысăк хак панă – агропропромышленнăç комплексĕнче нумай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерстви Хисеп грамотипе наградăланă.

Кăçалхи çул Г.Ивановăшăн юбилейсемпе пуян. Мăшăрĕпе – Вадим Ивановпа – пĕрлешнĕренпе нумаях пулмасть 45 çул çитрĕ.

- Вадимпа клубра ташă каçĕнче паллашрăмăр. Ун чухне эпĕ 19 çулта, студентка пулнă-ха. Çỹллĕ те кĕрнеклĕ, хавас кăмăллă милиционер (вăл йĕрке хуралĕнче ĕçлетчĕ) тăтăш мана ташлама кăларасшăн. Эпĕ вăтаннипе хамран самаях аслă каччă çине пăхма та хăяймастăп. Малтанласа тарса çỹреттĕм, _ пĕр самант çамрăклăха таврăнать Галина Николаевна. - Анчах чĕресем пĕр-пĕрин патнех туртăннă пуль çав - тепĕр çул, кĕркунне, пĕрлешрĕмĕр...

Вĕсем 2 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Асли - Елена - амăшĕн çулĕпе кайнă – инженер-строитель, Элĕк район администрацийĕнче тăрăшать. Ксения вара ашшĕн профессине килĕштернĕ - милици шкулĕнче вĕреннĕ. Тепĕр аслă пĕлỹ те пур унăн – юрист. Полици майорĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Иккĕшĕ те çемьеллĕ.

Çапла Ивановсем шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса 45 çул пĕр çемьере пурăнаççĕ. Ватăсене те пăрахмаççĕ. Галина Николаевна, сăмахран, хуня- мăшне, 1-мĕш ушкăн инвалидне, 5 çул хăй патĕнче пĕчĕк ачана пăхнă пек астуса тăчĕ. Халĕ мăшăрĕпе 93 çулхи тăван амăшне пăхса пурăнать.

Çуллахи вăхăтра юратнă 4 мăнукĕ – чи кĕтнĕ хăнасем. Аслă мăнукĕ педагогика университетĕнче 3-мĕш курсра вĕренет. Ыттисем шкулта е садикре.

Галина Николаевна ĕçре те хисепе тивĕçнĕ, çемьере те - телейлĕ хĕрарăм. Çак кунсенче вăл хăйĕн 65 çулхи юбилейне чи çăвăх çыннисемпе паллă тума хатĕрленет. Эпир те ăна саламласа çирĕп сывлăх сунатпăр!

Г.ИВАНОВА, корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика