Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшма ялан хатĕр

29 декабря 2017 г.

Пулăшма ялан хатĕр

Декабр Ĕн 27-мĕшĕ - Раççейри çăлавçă кунĕ пулчĕ. Çак ĕçре вăй хума çăмăл мар. Кашни кун сыхă тăма, пĕрремĕш шăнкăравпах инкек тỹсекене çăлма васкама тивет. Вĕсем вăхăтра çитнипе инкекре çынсен пурнăçĕпе пурлăхне çăлса хăварма май тупăнать. Чрезвычайлă лару-тăрура час-часах яваплă йышăнусем тума тивет.

Кунсăр пуçне гражданла оборона енĕпе профилактика мероприятийĕсене те сахал мар ирттереççĕ вĕсем, ку енĕпе тĕрлĕрен хатĕрленỹ ĕçне пурнăçлаççĕ. Район хаçачĕпе те тачă çыхăнура ĕçлеççĕ.

1990 çулта асăнннă кун Раççейре Чрезвычайлă лару-тăру министерствине туса хунă. Районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем паян çак министерство тытăмĕнче ĕçлеççĕ. Эсир паянхи сăнỹкерчĕкре районти пушар надзорĕпе пушар чаçĕн ĕçченĕсене куратăр.

«Кăçалхи 15 пушарта 2 çын пурнăçĕ татăлчĕ. Анчах та ытларахăшне çăлса хăварма май килчĕ. Çавăнпа та эпир районта пурăнакан кашни çынна, уйрăмах çĕнĕ çул уявĕсем вăхăтĕнче, питĕ асăрхануллă пулма ыйтасшăн. Çĕнĕ çула лайăх кăмăлпа пĕр инкексĕр кĕтсе илер», - пĕлтерчĕ Шăмăршă районĕнчи пушар надзорĕн тĕп инспекторĕ, ертỹçи Александр Кляжев. «Хăйсен ĕçне пирĕн çăлавçăсем чун-чĕре хушнă пек пурнăçлаççĕ, мĕншĕн тесен лару-тăру ăнăçлă вĕçленесси хăйсенчен килнине туйса ĕçлеççĕ. Тавах вĕсене тăрăшуллă ĕçшĕн», - терĕ районти 42-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн ертỹçи Александр Фомин, ĕçтешĕсене уяв ячĕпе саламланă май.

Эпир те сире хăвăр ĕçе парăннишĕн, йывăрлăхсем умĕнче пуç усманнишĕн тав тăватпăр. Малашне те хăвăр ума лартнă тĕллевсене вăхăтра, яваплăха туйса пурнăçласса шанса тăратпăр.

Н.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика