Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

29 декабря 2017 г.

СИСĔНМЕСĔРЕХ декабрь уйăхĕ те вĕçленсе пырать, Çĕнĕ çула кĕтсе илмелли вăхăт çывхарать. Кивĕ çулăн юлашки кунĕсенче, яланхи пекех, çулталăк тăрăшшĕпе тунă ĕçе тишкеретпĕр - пĕтĕмлетỹ тăватпăр.

Кăçалхи çул, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулнă май, «Шăмăршă хыпарĕ» çемье ăшши, хисеплĕ атте-анне çинчен статьясем нумай пичетлерĕ. Штатра тăман корреспондентсем те туслă та çирĕп çемьесем çинчен çырсах тăчĕç. З.Свекловăн (Палтиел) телейлĕ мăшăрсем çинчен илемлĕ чĕлхепе шăрçаланă очеркĕсене кăçал та киленсех вуларăмăр. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р.Смаева та (Васан) çемье вучахне упрама пĕлекен хĕрарăмсем çинчен вулакансене пĕлтерме васкарĕ.

Яланхи хастар корреспондентсем хаçатпа çыхăну тытма пăрахмарĕç. Вĕсенчен чи аслисенчен пĕрне – М.Захаров таврапĕлỹçе - уйрăммăн тав тăвас килет. Унăн район историйĕпе çыхăннă материалĕсем хаçатра тухсах тăчĕç. В.Андронов (Шăмăршă), Г.Ларшников (Кивĕ Шăмăршă), чуна ырат- таракан ыйтусем сиксе тухсан, кăçал та вулакансемпе пĕрле сỹтсе яврĕç.

П.Фомин, И.Медведев, Г.Смаев журналистсен статйисем те хаçата пуянлатса тăчĕç.

Хаçатăн яланхи çывăх тусĕ М.Ванюшин та (Асанкасси) пирĕнпе туслă пулчĕ, хаçат страницисем çинче ĕлĕкхи ял пурнăçне сăнларĕ.

Хастар корреспондент В.Юманов (Кахăрлă Шăхаль) вара ялта пурăнакансем çинчен вулакансене пĕлтерсех тăчĕ, çĕр ĕçченне тивĕçлипе мухтарĕ.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Ф.Кузнецова (Шăмăршă), Шăмăршăри вăтам шкулта вăй хуракан педагог-психолог Л.Николаева çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас ыйтăва хаçатра тăтăшах çĕклерĕç.

Кивĕ Чукалти хастар корреспондент А.Малеева та ĕçĕпе мухтавлă, çемйипе телейлĕ мăшăрсем çинчен çырса тăчĕ.

Ф.Юмановăн (Шăмăршă) «Синкер курма çуралнисем» тĕпчев ĕçĕ е историлле хайлавĕ 20-мĕш ĕмĕр пуçламăшне çитерчĕ, кашнинех хумхантарчĕ.

Н.Воробьевăна Шăмăршă урамĕсенчи тирпейлĕх, чĕлхе тасалăхĕ пăшăрхантарчĕ.

Виçпỹрт Шăмăршăра пурăнакан П.Падиаров, А.Юманова та хăйсене çывăх темăсене çутатса тăчĕç.

И.Ендиерова,Е.Исметова (Васан) кулленхи ырă ĕçсем çинчен çырчĕç.

Карапай Шăмăршă хастарĕ Г.Петькова çырнă тĕрленчĕксем хаçата культура хыпарĕсемпе, ял çыннин пархатарлă ĕçĕсемпе пуянлатрĕç.

«Поэзи страници» те тухса тăчĕ хаçатра. Унта пире М.Жамкова (Кивĕ Чукал), Л.Семенова (Виçпỹрт Шăмăршă), Р.Минеева (Палтиел), З.Головинская (Шăмăршă) савăнтарса тăчĕç. Шкул ачисен сăввисем те сахал мар çутă курчĕç, уйрăмах Д.Пушкина (Пуянкасси) çырнă çепĕç йĕркесем чуна тыткăнларĕç. Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Р.Романов, Э.Антонова, Д.Харитонов, М.Уськина, М.Матвеев та ырă сăмаха тивĕçлĕ. Палтиелĕнчи вăтам шкулта пĕлỹ пухакан маттурсем те - К.Николаева, О.Макарова, Д.Актемова, Н.Актемова - тавралăха сăвă йĕркисемпе сăнлама юратаççĕ. Анат Чаткасри тĕп шкулта ăс пухакан М.Морозов та поэзире пĕрремĕш утăмсем тăвать. Кивĕ Чукалти тĕп шкулта вĕренекен А.Мандрюкова, А.Лубошнова, О.Лубошнова, Д.Борзов, А.Малеев та хăйсен пултарулăхĕпе вулакансене савăнтарчĕç.

Паллах, çак статьяра асăннă кашни корреспондент тав сăмахне тивĕçлĕ. Эсир пире пурнăçа анлăрах курма май паратăр, ырă сĕнỹсемпе, тĕрлĕ ыйтусемпе район хаçатне интереслĕ кăларма пулăшатăр. Çĕнĕ çулта ырлăх-сывлăх, творчествăра - ăнăçу пултăр сире, хаçатăн çывăх тусĕсем!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика