Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăнук килчĕ салтакран

12 января 2018 г.

Мăнук килчĕ салтакран

ПĔЛТĔРХИ декабрь уйăхĕнче тăван ялне, Вырăс Чукала, çỹллĕ те патвар салтак - Николай Малеев таврăнчĕ. Вăл Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне инçетри Чита хулинче пурнăçланă. Сержантăн çар специальноçĕ - водитель-электрик. Вăл КамАЗ, ЗИЛ-130 груз турттаракан машинăсемпе службăра тăнă, автомобиль отделенийĕн командирĕ пулнă.

Николай техника патне ачаранпах туртăннă, ашшĕ тата кукашшĕ машинăпа çỹренине ăмсанса сăнанă, çитĕнсе çитсен хăй те руль умне ларма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе ялти шкулта тĕп пĕлỹ илнĕ хыççăн Патăрьелĕнчи агропромышленноç техникумĕнче «тракторист-машинист» специальноçне алла илнĕ. Салтак службинче те кирлĕ пулĕ тенĕ. Чăннипех те çапла пулса тухнă.

Тĕлĕнмелли вара кунта акă мĕн. Н.Малеевăн кукашшĕ – Н. Андреев та (вăл та Чукалтах пурăнать) - 1969-1971 çулсенче салтак тивĕçне сержант званипе руль умĕнче ирттернĕ, отделени командирĕ пулнă. Мăнукĕпе кукашшĕн кунçулĕнче мĕн чухлĕ пĕрпеклĕх!

Ялти чи ватă шофер Николай Федорович Андреев 49 çул - паянхи кун та! - машинăпа çỹрет. Вăл «Волга» колхозра (каярахпа ял хуçалăх производство кооперативĕ) 37 çул маши- нăпа ĕçленĕ. Ун аллинче техника кивелмест, çĕмĕрĕлмест. Вăл ăна юсаса, çĕнетсех тăрать. Сăмахран, «Нива» автомобиле вăл 31 çул ĕçлеттернĕ. Пĕрремĕш класс водителĕ, ĕç ветеранĕ Николай Федорович хăйĕн пурнăçĕнче миçе çамрăка автомашинăпа çỹреме вĕрентмен-ши? Ятарлă пĕлỹ илнĕ хыççăн çамрăк водительсем ун патĕнче стажировка тухнă. Опытлă водительтен вĕренмелли вара сахал мар. Машина çын пекех хăйне лайăх пăхнине, ăнланнине юратать. Çакăн çинчен вăл çамрăксене аса илтерсех тăрать.

66 çулхи ĕç ветеранĕн пурнăçĕнче аса илмелли самантсем сахал мар. Ялта çитĕннĕскер, ачаранпах пур ĕçе те тĕплĕ пурнăçлама хăнăхнă. Çар службинчех ăна, тăрăшуллă водителе, «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăпа тата Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕпе наградăланă. Тăван колхозра ĕçленĕ çулсенче панă наградăсене асăнса та пĕтерес çук: республикăри ведомствăсен Хисеп грамотисем, Дипломсем, Тав çырăвĕсем...Тỹрĕ кăмăлпа, пысăк яваплăха туйса ĕçлекен «Волга» колхоз шоферĕ «Ĕçри хастарлăхшăн» медале те тивĕçнĕ (1978 ç). Ăна Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ те пĕрре кăна мар хавхалантарнă.

Калас пулать, кукашшĕ ачисемпе мăнукĕсемшĕн чăн-чăн ырă тĕслĕх. Нихăçан та пирус туртман, эрех-сăрапа иртĕхмен. Çамрăклах спортпа туслă пулнă – Акатуйĕнче кĕрешнĕ, районти ăмăртусенче йĕлтĕрпе ыткăннă. Халĕ те йĕлтĕр сырса ял тăрăхĕнче ирттерекен ăмăртусене хутшăнать - ветерансем хушшинче яланах малта. Çулла ĕçрен пушă вăхăт тупса велосипедпа ярăнать. Ĕçĕ вара ялта çителĕклех. Мăшăрĕпе – Валентина Ивановнăпа - 3 хĕр ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем, халĕ ĕнтĕ вĕсем пурте çемьеллĕ _ ватăсене савăнтарса тăраççĕ. Ĕçчен кукаçипе куками картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Ĕнесĕр нихăçан та пурăнман. Унсăр пуçне сурăхсем, сыснасем, чăх-чĕп, хур-кăвакал. Пĕр минут ахаль иртмест вĕсен!

Техникăна юратниех Н.Андреева телей кỹрет пулĕ. Мăнукĕсем те авă унăн çулĕпе пыраççĕ. Вĕсен те çулĕ яланах тикĕс те такăр пултăр.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика