Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтăн хуçи çук

12 января 2018 г.

Вăхăтăн хуçи çук

Вăхăт. Тĕлĕнмелле! Вăхăтăн хуçи çук, вăхăта никам та чарса лартаймасть. Хуллен çаврăнать вăхăт урапи, çавна май куллен çырăнать пурнăç кĕнеки. Пурнăç кĕнекине, историне çыраканĕсем эпир, çак çĕр çинче пурăнакансем. Акă ĕнтĕ 2018 çул пуçланчĕ. Çĕнĕ çула илемлетнĕ чăрăшсемпе кĕтсе илесси тахçантанпах пыракан ырă йăла. Эпĕ, йăлана кĕнĕ йĕркепе, каç кỹлĕм урамра уçăлса çỹретĕп. Культура Керменĕ умĕнчи лапамра чарăнса тăрсах кунти илемпе савăнатăп. Çỹллĕ чĕрĕ чăрăшсем, мĕнле хитре тĕссемпе йăлкăшаççĕ вĕсем! Лавккасен умĕсенче, урамра тĕрлĕ-тĕслĕ эрешсем.

Асфальт сарнă тротуарпа утнă май, тарăн шухăша путатăп. Эпĕ - 80 çултан иртнĕ чăн-чăн ватă çын. Ватă çын вăл иртнĕ вăхăта аса илет, паянхи пурнăçпа танлаштарать. Пурнăç ырă еннелле улшăннине хăй куçĕпе курса хак парать. Пурнăç вăл нихăçан та пĕр çитменлĕхсĕр те пулма пултараймасть. Маншăн 83 çул пурăнса ирттернĕ пурнăçри условисене танлаштарсан, паянхи пурнăç условийĕсем нумай лайăхрах. Пирĕн - ватăсен - çамрăксемпе сăмах килĕшсех каймасть, вĕсем пире ăнлансах каймаççĕ, яланах вĕсем паянхи пурнăçпа кăмăлсăр. Эпир, ватăсем, пенси укçи илнине те ăмсанаççĕ, пенсионерсем чи укçаллă çынсем теççĕ, пире ĕçлеме ĕç те çук, теççĕ. Манăн çамрăксене мĕн калас килет: «Ватăлма ан васкăр, ватлăх пурин патне те çитет. Ĕç шыракан яланах ĕç тупать, ĕçлеме кăна ан ỹркенĕр. Ĕç кăна çынна чăн-чăн телей, савăнăç кỹрет». Шухăшсем, шухăшсем... Ăçта кăна илсе çитермеççĕ-ши вĕсем? Пурнăçри тĕрлĕ вăхăтсем, çулсем... Ир-ирех тăрса ĕçе кайиччен кăмака хутса пỹрте ăшăтнă вăхăтсем, краççин лампипе уроксем тунă вăрçă çулĕнчи çулсем, выçăллă-тутăллă пурăннă ачалăх... Вĕренсе тухса учительте ĕçленĕ çулсенче те, темиçе уйăх черетре тăрса аран-аран атă пушмак туяннă вăхăтсем. Лавккасенче нимĕнле апат-çимĕç те пулман вăхăтсем.

Пурнăçăн хăш енне илсен те пур çĕрте те çĕрпе пĕлĕт хушшинчи уйрăмлăх. Начар пурнăç тетпĕр. Пăхăр-ха, ялсенче те хулари пек çăмăл машинасем, Шăмăршăра та комбинат урамĕсене таксипе ларса каятпăр. Эпир, ватăсем, кĕсье телефонĕсене туса кăлараканĕсене чĕререн тав тăватпăр. Эпир халĕ кирек хăш вăхăтра та ачасемпе, мăнуксемпе, тăвансемпе килте ларсах калаçма пултаратпăр.

2017 çул вĕçленчĕ. Çĕршыв пуçлăхĕсем, ĕç коллективĕсем çулталăк хушшинче пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç, çĕнĕ çул валли çĕнĕ ĕç планĕсене йышăнчĕç. Çĕнĕ çул валли йышăннă бюджетра социаллă пулăшусем пама ытларах укçа уйăрса хăварни çынсен пурнăçне нумай енлĕ лайăхлатма пултарĕ. Пенсионерсен пенсине 3,7 процент индексацилени те, Президент палăртнă демографи реформи те - пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем, Раççейре пурăнакан халăхсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма палăртнă утăмсем.

Çĕнĕ çул пуçланнă ятпа саламласа, çамрăксене вĕрентỹре çитĕнỹсем тума сунатăп. Тĕрлĕ çĕрте ĕçлекен çынсене юратнă ĕçре ĕçлеме çирĕп вăй-хал пултăр. Тивĕçлĕ канури ватăсене канлĕ ватлăх, пурнăçра чи кирлине - сывлăх - сунатăп. Çĕр çинче яланах мирлĕ пурнăç пултăр.

Ф.КУЗНЕЦОВА, районти ветерансен канашĕн ертỹçин çумĕ. Шăмăршă ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика