Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула та, Кивĕ Çĕнĕ çула та кĕтсе илетпĕр

12 января 2018 г.

ПИРĔН вăхăтри Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн çуралнă ачасем (уйрăмах 1945-1955 çулсенче) йăла-йĕркене лайăх курса, юлашкинчен пысăк ушкăнпа уявласа яракансем пулнă тесен йăнăшмастăп пулĕ. Кашни праçник хăйне манерлĕ, интереслĕ вăйă-кулăшĕ пулнă-çке-ха.

Акă эпир шкулта вĕреннĕ чухне икĕ Çĕнĕ çула уявланă. Елка чăн малтан шкултан пуçланнă. Ара, вĕренỹ çулĕн икĕ чĕрĕкĕ - çур çулĕ вĕçленнĕ вĕт. Тата хĕллехи кан-и-кул!

Чăрăша ачасем хăйсен аллипе тунă теттесемпе капăрлатнă. Йĕри-тавра сăрăсемпе илемлетнĕ хутран тунă сăнчăрсене, тĕрлĕ тĕслĕ канихвет хучĕсене çакса тухни мĕне тăратчĕ.

Елка пĕр кунта икĕ хутчен ирттеретчĕç. Малтан учительсем пуçламăш классенче вĕренекенсене уявлаттаратчĕç. Пĕчĕккисемпе уявлама ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ те килнĕ. Купăссемпе сĕрме купăссене илме те манман. Хĕл Мучипе Юрпике елкăра юрлакасене, сăвă-юптару вулакансене, ташша çаптаракансене хутаçри пылак кучченеçпе те тивĕçтереççĕ. Чи маттуррисемпе пултаруллисене парне кĕтет.

Кăнтăрла хыççăн вара аслă классенче вĕренекенсем хуçаланма тытăнаççĕ кунта. Каç кỹлĕмччен ырă кураççĕ, савăнаççĕ вĕсем. Эпир ỹссе вĕреннĕ тапхăрта ялсенче электричество çути пулман вĕт.

Январĕн 13-мĕшĕнче вара Кивĕ Çĕнĕ çула кĕтсе илеттĕмĕр. Ир-ирех кăмака хутса тĕрлĕ апат-çимĕç пĕçерме пуçланă. Уявăн тĕп çимĕçĕ - йăва. Чустине вара сĕт-хăймапа е выльăх çăвĕпе çăрма тăрăшнă. Хатĕр йăва, пылак шерпет çинче сиктернĕскер, мĕнле тутлă вара! Шỹтерсе çатма çинче ăшаланă пăрçи мĕне тăрать. Кавăнпа кантăр вăррисем тата...

Пур ача-пăча каç пуласса кĕтеттĕмĕр. Урамра – савăнăçлă шăв-шав, вăйă-кулă. Арçын ачасем чỹрече кантăкĕ патне пырса: «Ман арăм мĕн ятлă?», хĕрсем: «Ман упăшка мĕн ятлă?» - тесе ыйтаççĕ. Шỹтлеме юратакан ватăрах çынсем Маттĕрне, Елькка, Кăтюк, Кĕтерне, Кăрахьян...Çĕпритун, Миккалай, Ваççили... Çак ятсене каласан, кăмăлсăр чỹрече патĕнчен пăрăннă. Зоя, Коля, Лена, Нина, Ваççа... ятсемшĕн савăнса тав тунă.

Ун чухне çанталăкĕ юрне шеллемен. Кĕрт çине хăпарса, алăсемпе хăлаçланса, «хам патша та, хам мулла та» тесе пуçтахланма тытăнать пĕри, ăна сирпĕтсе антарма тытăнсан - теприсем. Урамра мĕнле кăна ял вăййисем пулман пулĕ. 2-3 сехет хушши выляса ывăннă ачасем майĕпен ăшă пỹрчĕсене чăмма тытăнаççĕ. Кунта вĕсене ашшĕ-амăшĕ тутлă апат-çимĕçпе кĕтет.

Нумаях та вăхăт иртмест, урамра çамрăк яш-кĕрĕм сасси янăрама тытăнать. Сурхури уявĕ пуçланать. Кун пирки хамăрăн ентеш В.И.Максимов «Как ты хороша, родная Шемурша...» 7-мĕш кĕнекинче лайăх çырса кăтартнă. Кунта Анат Чаткасри Л.Н.Воробьева каласа панипе паллаштарни тата вырăнлăрах пулĕ.

«... Хĕрупраçсемпе яш-кĕрĕмсен тата урăхларах камит пулнă. Вĕсен юмăç пăхмалла пулнă, пуçĕсене пăтавкка тăхăнса хапхаран тухнă. Хапхаран тухнă хĕрсен кăçал качча каяссине пĕлтернĕ. Тата хапха урлă çăпата ывăтнă. Çăпата кантри ăçталла ỹкет, çав урама е çав-çав яла качча каять, е унти хĕре илет тенĕ.

...Тата тĕрлĕрен юмăç пăхнă. Тепĕр каçхине çветке тăхăнса тухнă. Унта вара тăватă кун ташласа çỹренĕ...»

Çветке тăхăннине упа пулса тухнă теççĕ. Кунта вара кашниех чаплă артист пек хăтланнă. Юлашкинчен çветкăсем килĕсенче мунча хутса тасалнă.

Самана улшăнса пырать. Пурнăçĕ те çултан çул лайăх енне туртăнать ĕнтĕ. Йăла-йĕрке те урăхланать. Кивĕ Çĕнĕ çул манăçса пырать. Çĕнĕ çулĕ анлăланса пырать.

Ун чухне клубсем пулманнипе çамрăксен уйрăмах урамра ирттерме тивнĕ. 60-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вара пирĕн районта кашни ялта клуб çурчĕсем туса хута янă. Шкулта хатĕрленĕ капăр чăрăша клуба илсе килнĕ. Çĕнĕ çула яш-кĕрĕм кунта кĕтсе илме тытăннă. Уява вара икĕ ятпа калама пуçларăмăр: Елка, Бал-Маскарад.

Çапла, пирĕн ăрури çынсем çĕннине те уявлаççĕ, киввине те манмаççĕ.

Самани кăна лайăх тăтăр, тĕнчере çирĕп МИР пултăр. Çапла пултăрччĕ.

Г.СМАЕВ, радиожурналистика ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика