Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех ял хуçалăхĕ йĕри-тавра…

16 января 2018 г.

Пĕтĕмпех ял хуçалăхĕ йĕри-тавра…

ИРТНĔ эрнекун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ĕçлĕ çулçỹревпе Шăмăршă тăрăхĕнче пулчĕ, районти ял хуçалăхĕн 2017 çулхи аталанăвĕпе паллашрĕ. Канашлăва район Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем, хресчен (фермер) хуçалăх ертỹçисем, ялхуçалăх тытăмĕнче ĕçлекен специалистсем хутшăнчĕç.

Иртнĕ çулхи ялхуçалăхĕнчи ĕçсем çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов тĕплĕн каласа пачĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ О.Алексеев хушса каларĕ. Чылай ырă ĕçпе асра юлчĕ 2017 çул: 25352, 7 тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ, унăн тухăçĕ гектартан - 26,6 центнер (2016 çулта 19,3 центнер пулнă). Анчах та аш-какай туса илессипе, сĕт сăвассипе малашне те çине тăрсах ĕçлемеллине палăртрĕç канашлура. Çĕнĕ, тухăçлă майсемпе усă курасси те районта сарăлса пырать-ха. Сăмахран, тĕрлĕрен проекта хутшăнса грант çĕнсе илесси, унпа усă курса ăратлă ĕнесем туянса хуçалăха çĕнетесси.

Çавăн пекех çамрăк ăрăва хресчен ĕçне, ялти профессисене явăçтарас пирки те калаçу пулчĕ. Ял хуçалăхĕнче агрономсем, зоотехниксем, ветеринарсем кирлех. Паянхи пурнăç ĕçлекен çын çине ытларах тимлĕх уйăрма, çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес енĕпе яваплăха çирĕп туйма хушать.

Канашлăва хутшăнакансем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ килти хуçалăхра туса илнĕ выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене тупăшлăрах вырнаçтарассипе çыхăннă. Уйрăмах сĕтĕн сутăнакан хакĕ пĕчĕк пулни пăшăрхантарать ял çыннине. Кун пирки С.Артамонов çапла хуравларĕ:

- Вырăнта, хамăр патăртах, сĕт-çу завочĕсем пулсан - паха продукци те пулĕ, ĕç вырăнĕсем йĕркелесси те лайăхланĕ.

Кашни ыйту çине тĕплĕ хурав пачĕ С.Артамонов, ял хуçалăхне аталантармашкăн май паракан малашнехи çул-йĕрсем çинче чарăнса тăчĕ.

Малалла С.Артамоновпа В.Денисов Патирекре, Алиуллов И.Р. хресчен (фермер) хуçалăхĕнче, хĕвел çаврăнăш уйĕнче пулчĕç. Унта асăннă культурăна комбайнпа пухса кĕртеççĕ.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика