Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мал ĕмĕтлĕ Анастасия

16 января 2018 г.

Мал ĕмĕтлĕ Анастасия

ИКĔ вăрăм çивĕтлĕ яштака хĕре эпĕ тахçанах асăрханă - районти «Зарница» çар вăййисенче, кадетсен мероприятийĕсенче, спорт ăмăртăвĕсенче. Хуть ăçта та тăрăшуллă, пуçаруллă. Чăн-чăн лидер енĕсем унра. Хăйне хистеме пултарать, ыттисенчен те çирĕп ыйтать.

Сăмах – Шăмăршăри вăтам шкулта 10-Б класра вĕренекен Анастасия Петрова çинчен. Асăннă шкулта 1-мĕш класранпах вĕренỹре «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать вăл, обществăлла ĕçсенче те активлă. Хастарлăхне кура тата организатор пултарулăхĕшĕн пĕр класра вĕренекенсем ăна кашни çулах староста пулма суйлаççĕ.

Настя уйрăмах истори, обществознани, литература предмечĕсене килĕштерет. ОБЖ урокĕсене те чăтăмсăррăн кĕтет - пурнăçра хăвна ху тата ыттисене хуть мĕнле инкекрен те çăлма пĕлмелле. Физкультура та унăн юратнă предмечĕ: спорт вăййисене (волейбол, баскетбол) ăста вылять, йĕлтĕрпе эстафетăра чупать, шывра ишессипе районти ăмăртусенче палăрать.

- Кадет класĕнче вĕренме питĕ интереслĕ – çирĕп пĕлỹсĕр пуçне тĕрлĕ енлĕ аталанма май пур. Бал ташшисен конкурсне хутшăнни, «Зарница» тата «Орленок» çарпа спорт вăййисенче республика шайĕнче çĕнтерни мĕне тăрать! - шкул пурнăçĕ çинчен çĕкленỹллĕ кăмăлпа каласа кăтартать А.Петрова.

Чи асра юлнă самантсенчен пĕри – 2016 çулта «Зарница» командăра Чăваш Республикин чысне Атăлçи тăрăхĕнче хỹтĕлени. Республикăри кадет класĕсен хушшинче çĕнтернĕшĕн «Орленок» Пĕтĕм Раççейри ачасен центрĕнче, çар сменинче, 3 эрне пулни. Унта мĕн чухлĕ асра юлмалли самант – каламасăрах паллă. Хура тинĕс хĕрринчи кану лагерĕнчен

Анастасия утмăл турат беречĕпе («васильковый берет») таврăнчĕ - çак чыса Чăваш Енрен пĕртен-пĕр вăл çеç тивĕçнĕ! Анастасия кĕнеке вулама та питĕ юратать. Вăл вуланă лите- ратура списокĕ шкул программине вырнаçаймасть – кашни кунах пушă вăхăт тупать кĕнекепе ларма. Ахальтен мар ĕнтĕ вырăс литературипе йĕркеленĕ олимпиадăра вăл кашни çулах призер е çĕнтерỹçĕ пулса тăрать. Кăçал та Настя район командинче регион шайĕнчи олимпиадăра хутшăнать (преподавателĕ И.Харитонова).

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне вĕренỹре, творчествăра ăнăçу сăнатпăр, малашне те çитĕнỹсемпе савăнтарасса шансах тăратпăр.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика