Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пул, водитель!

16 января 2018 г.

Автобусра ларса пыракан хĕрарăм куçне илмесĕр йывăçсем хушшинче, çул хĕрринче мĕлтлетсе юлакан палăксем çине тинкерет, Хурăн айĕнче унăн ывăлне асăнса лартнă палăк патĕнчен иртнĕ чухне икĕ куçĕ те куççульпе тулчĕ, çутă тумламсем пичĕ тăрăх юхса анчĕç...

Ытла та нумайланса пыраççĕ-çке вĕсем, аваринче вилнĕ çынсем. Палăксем çинчи сăнỹкерчĕксенче пурнăçа юратакансен хаваслă та илемлĕ сăнĕсем сăнланнă. Мĕн чухлĕ çамрăкăн кун-çулĕ татăлнă-ши тата çав аварисенче? Шутлама пуçласан вĕçне те çитеймĕн.

Нумай чухне водительсем «Хуллен каян – инçе çитен» каларăша пуçра тытмаççĕ. Машинăсене çил пек хăвалаççĕ. Çул хĕррипе вырнаçтарнă паллăсене уяса та тăмаççĕ. Вĕсене çул хĕррине илемшĕн кăна çакса тухнă тейĕн.

Ял хушшинче те хăвăртлăха чакарма шутламаççĕ водительсем. Енчен те çул çине ача е ватă çын тухса тăрсан, инкек пулма та пултарать-çке. Урамра пăрлă, çĕнĕ юр та аванах шутарать. Епле васкасан та асăрханулăх пирки манса каяс марччĕ. Пĕр йăнăш утăмшăн пурнăç илемне çухатас марччĕ.

Руль умне ỹсĕрле ларакансем те çав-çавах пур-ха. «Хаяррине» тутаннă хыççăн, тинĕс те чĕркуççи таран кăна тенĕ евĕр, вĕсемшĕн нимĕнле хăрушлăх та çук. Эрех-сăра ĕçсе кăмăлне çĕкленĕскерсем, киле таврăнас вырăнне таврари ялсем тăрăх çỹреççĕ. Хăйсене килĕсенче кĕтнине те манса каяççĕ. Шухăшласа пăхсан, аварисен пысăкрах пайĕ водитель ỹсĕррипе пулать. Çакă пурне те паллă. Çакăн пирки нумайăшĕ вара шухăшласшăнах мар. Тепĕр тĕслĕх те илсе кăтартас килет. Хăш чухне (ку вара пулкалать) Çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн сотрудникĕ çул-йĕр правилине пăснăшăн чарнă водителе «çăлса» хăваракансем тупăнаççĕ. Айăпа кĕнисене пысăк вырăн йышăнакан тăванпĕлĕшĕ, юлташĕ туххăмрах ирĕке ямалла тăвать. Çакăн хыççăн лешĕ малашне те нимĕне пăхмасăр иртĕнсе çỹрет.

Машина туянтăн пулсан – ĕçме пăрах. Çакă хăвна та, теприне те инкек кỹмĕ. Водительсене çул çинче тимлĕхе çухатмалла маррине, çуран çỹрекенсен те куçсене яриех уçса пымаллине асра тытмалла. Çул урлă каçнă вăхăтра телефонпа калаçса та таврара мĕн пулса иртме пултарассине манса каймалла мар. Автобус çинче ларса пыракан амăшĕ пек аваринче вилекенсемшĕн хурланмалла ан пултăрах.

А.НИКОЛАЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика