Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹркенмен ăста пулнă

19 января 2018 г.

Ỹркенмен ăста пулнă

ЧĂВАШ хĕрарăмĕ мĕн авалтан хăйне евĕр пултарулăхпа – ал ĕçĕпе - палăрса тăнă. Вăл çĕлеме, çыхма, тĕрлеме пĕлнĕ (асанне-кукамайсем пир те тĕртнĕ). Уйрăмах тĕрĕ ăсталăхĕ курăмлă пулнă пек туйăнать: чăваш хĕрĕн тĕрри тумтире, кил-çурта илем кỹнĕ. Чăваш Ен - çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ тесе ахаль каламан. Çак сăмахсем Шăмăршăра пурăнакан Соня Моисеевăна та тỹрремĕнех пырса тивеççĕ.

Соня Севрюгина (хĕр чухнехи хушамачĕ) 1959 çулта Патирек ялĕнче йышлă çемьере çуралнă. Унăн ашшĕпе амăшĕ ĕçченлĕхпе, тирпейлĕхпе палăрса тăраççĕ. Ку çеç те мар, вĕсене çут çанталăк илемлĕх туйăмне те панă. Кукашшĕ йывăçран сĕтел-пукан эрешлесе кăларнă, ỹкерме те ăста пулнă. Амăшĕ ачисене алăпа çĕленĕ тумтир тăхăнтартнă, çăм çипрен алса-нуски çыхнă. Соня пĕчĕккĕллех вĕсен ĕçне киленсе сăнанă, хăй те ачаранпах ỹкерме юратнă. Ỹкерчĕксем тăвас ăсталăхĕ уйрăмах шкулта палăрнă. Хĕр ача рисовани учителĕ - Ф.Идрисов - пекех чаплă ỹкерчĕксем тума тăрăшнă. Каярахпа çакă ăна педагогика ĕçĕнче те пулăшнă – вăл 1980-1988 çулсенче садикре воспитательте ĕçленĕ. Унта вара ачасене те ỹкерме вĕрентмелле, садике те илем кĕртмелле. Шăмăршăри «Теремок» садикре стена лапкăшпех Софья Петровна сăрăпа ỹкернĕ «Виçĕ упа» картина куçа илĕртсе тăнине унта çỹрекенсем астăваççĕ те пулĕ.

Софья Петровна пĕрремĕш хут хăй çĕленĕ кĕпепе Акатуйне кайнине лайăх астăвать. Ун чухне вăл Канашри педагогика училищин физкультура уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă 18 çулхи хĕр пулнă. Калас пулать, ал ĕç тăвас кăмăлĕ яланах пулнă-ха унăн, анчах ун валли вăхăт çитеймен. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра та, студент çулĕсенче те вăл пушă вăхăтне спортра ирттернĕ – тренировкăсене çỹренĕ, тăтăшах район тата республика шайĕнчи ăмăртусене хутшăннă.

Унăн ал ĕç ăсталăхĕ Г.Моисеевпа çемье çавăрнă хыççăн çăлкуç пек тапма тытăннă. Иртнĕ ĕмĕрти 80-90-мĕш дефицит çулĕсем те ăна çак енĕпе малалла аталанма хистенĕ. Соня ывăлĕсене те, мăшăрне те алăпа çыхнă свитерсемпе, жилетсемпе, калпаксемпе çỹрететчĕ. Унăн кил-çуртĕнче халĕ те пĕр япала та сая каймасть – тăвăрланнă е тĕссĕрленме пуçланă курткăсене, юбка-сарафансене тепĕр хут ĕçе кĕртет. Ăста алăра вĕсенчен ачасем валли çурăм ăшшисем, шортăсем, ветровкăсем пулса тăраççĕ.

Чун киленĕçне вара вăл тĕрĕре тупать. Уншăн пушă вăхăт тупатех. Мĕн чухлĕ илем вăл эрешленĕ тĕрĕсенче! Çутçанталăк пуянлăхĕ унăн сюжетлă картинисенче уйрă- мах кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра палăрать. Чăн-чăн асамлăх тĕнчи куç умне уççăн тухса тăрать. Чăлт шурă канва çине клеткăсем шутласа, тĕслĕ çипсемпе чĕртсе тăратать вăл çак картинăсене, кашни тĕсе чунĕпе суйласа илет.

Ал ĕçĕпе аппаланаканăн тавра курăмĕ анлă, ăсĕ çивĕч пулни çинчен калаççĕ. Ал-ура çаврăнăçулăхĕпе кăна тĕрĕ ỹкерчĕкĕн пĕлтерĕшне ас туса юлаймăн. Тĕрĕре вара кашни вак-тĕвекĕн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Çавăнпа та чăн-чăн ăста ỹкернĕ тĕрĕ художник ĕçĕ пекех.

- Тĕрĕ тĕрлени мана канăç та парать, кăмăла та çĕклет. Кашни кун тĕрлесен те йăлăхмастăп юратнă ĕçрен. Пĕр-пĕр интереслĕ сюжет тупсан, алăран та ярас килмест, - тĕррисемпе киленсе паллаштарать ăстаçă.

Унăн тĕррисене районти Акатуйра курма пулать. Культура Керменĕнче те курав йĕркеленĕччĕ иртнĕ çулта. Республикăри ал ĕç конкурсĕсене те хутшăнать вăл, Дипломсене тивĕçет.

Ал ĕç ăсталăхĕ йăхран йăха, ăруран ăрăва куçакан пулăм. Софья Петровнăн пултарулăхĕ те ачисем, мăнукĕсем çине куçса пырать. Хĕр пулмасан та, унăн ывăлĕсем те илем енне туртăнаççĕ. Аслă ывăлне - Димăна та, МЧС сотрудникне - тĕрĕ маçтăрĕ теме пулать. Пилĕк мăнукĕнчен ку енĕпе чи пултарулли - вунă çулхи Настя. Унăн та алли тĕрĕ патне пырать, илемлĕ картинăсем ỹкерет. Артем мăнукĕ те ал ĕçĕпе интересленет – уроксем хыççăн Ача-пăча керменĕнчи «Зодчий» кру- жокра йывăçпа ĕçлеме вĕренет.

Тем тĕрлĕ ăсталăх та пур Софья Петровнан. Юрлама юратать, сăвăсем çырать, панĕски йĕппипе те, çекĕлпе те çыхать, тĕрлет, çĕлет – пур ĕçĕ те çыпăçуллă, илĕртỹллĕ.

Тĕслĕ мулине çиппипе тĕрленĕ тĕрĕсем çут тĕнчене тата та илемлетеççĕ.

Г.ИВАНОВА .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика