Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмака Витти

19 января 2018 г.

Кăмака Витти

«Кăмака Витти» тесен ăна Пуянкасси ял тăрăхĕнче кăна мар, районĕпех пĕлеççĕ. Хăй вăхăтĕнче кỹршĕллĕ Çĕпрел районĕнче те, Ульяновск облаçĕнчи ялсенче те пайтах кăмака çавăрнă вăл. Виçĕмçул Мускавран та шăнкăрав пулнă – унта та çитсе килчĕ.

Кукăль-пỹремеч кăмакара пĕçерме юратакансем халĕ те сахал мар. Аш-какайран та вĕри кăмакана лартса тĕрлĕрен техĕм- лĕ апат-çимĕç хатĕрлеççĕ ỹркенмен хĕрарăмсем. Килтине, паллах, лавккарипе танлаштараймăн – пахалăхĕ те иккĕлентермест, тути те çисе тăранмалла мар.

Хăй Вячеслав Тимофеев кăмакаçă пулап тесе шутламан та. 1978-1980 çулсенче салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн икĕ çул «Правда» колхозра трактористра ĕçленĕ. Çемьеллĕ арçынна ĕç укçи тивĕçтерсех кайман – хура кĕркуннерен пуçласа мĕн çуркунне çĕр типичченех ĕçсĕр ларнă-çке. Пĕррехинче, хушма ĕç тупас пирки шухăшласа çỹренĕ вăхăтра, ун патне хирĕçре пурăнакан Пăлаки аппа каçнă, çĕнĕ пỹрте куçма хатĕрленекен пĕлĕшĕ патне кăмака тума чĕннĕ. Ялти ăста кăмакаçă ватăлсах пынă çав, ăна пулăшма ĕçчен те вăр-вар çамрăк кирлĕ пулнă. Çапла малтанласа Пăлаки аппăшĕпе пĕрле çỹренĕ-ха вăл - ват çын кăтартса пынипе ĕçленĕ. Пенси çулĕнчи Альтỹк аппа кăмака çавăрнине те тимлесех сăнанă, веçех астуса юлма тăрăшнă.

Çапла пĕр-икĕ çул иртсен хăй тĕллĕнех тем тĕрлĕ каланкка та, çăкăр пĕçермелли кăмака та çавăрма вĕренсе çитет хастар çамрăк. Газ çулăмĕ çитиччен ялти кашни кил-çуртрах кăмака пулнă. Ăна тума пĕлекен ăстасем вара ĕлĕкех питĕ шутлă пулнă. Сăлтавĕ ĕçĕ питĕ кăткăс пулнинче кăна мар пулĕ. Çăмăл мар кĕркунне сивĕ тăмпа хутман пỹртре ĕçлеме - шăпах çав вăхăтра кăмака ытларах çавăрнă та. Мăрье кăларнă чух миçе хут мачча çине хăпарса анма тивмест пуль? Çак ĕçре тусанĕ те, хăрăмĕ те çителĕклех. Яланах пĕшкĕнсе ĕçлеме тивет тата – кун каçа пилĕк авăнаймиех пулать. Пĕр пикеннĕ ĕçе вара кăмакаçă, темле ывăнсан та, ырана хăварасшăн мар – пĕр кунтах вĕçлеме тăрăшать.

Ялта, ĕçчен çемьере çитĕннĕ ачасем нимĕнле ĕçрен те хăраса тăмаççĕ. В.Тимофеев та çаплах. Мĕнле специальноçа кăна парăнтарман-ши вăл: тракторист, плиточник, каменщик, бетонщик, платник... Стройкăра та ĕçленĕ, канмалли кунсенче кăмака çавăрнă, кил-хуçалăхĕнче тăрмашнă. Халĕ те мăшăрĕпе - Ираида Александровнăпа - картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ: 2 ĕне, 4 çăвăрлакан сысна, йышлă хур-кăвакал... 38 çул килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнаççĕ вĕсем, икĕ ывăлпа хĕр çуратса ура çине тăратнă. Ачисем ĕнтĕ хăйсем те çемьеллĕ – 5 мăнукĕ савăнăç кỹрет халь вĕсене.

Хăй аллипе купаланă кермен пек кирпĕч çуртра пурăнать Вячеслав Васильевич. Савнă мăшăрĕпе тата аслă ывăлĕн çемйипе. Яланхи пекех ырă кăмăл-туйăмпа, чăваш тараватлăхĕпе кĕтсе илет вăл хăйĕн 60 çулхи юбилейне. Таврара паллă кăмака ăстине çирĕп сывлăх та телей кăна сунас килет.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика