Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе - çивĕч калаçу

19 января 2018 г.

ÇАК кунсенче район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăннă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту - чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас тата ăна сирсе ярас енĕпе ĕçлекен район комиссийĕн 2017 çулхи ĕçĕсене пĕтĕмлетесси тата 2018 çулхи тĕллевсене палăртасси.

Пĕлтĕр районта чрезвычайлă лару-тăру пулман – халăха вăл е ку хăрушлăх тухса тăма пултарас пирки вăхăтра асăрхаттарса тăнă. Пушар хăрушлăхне сирсе ямашкăн хуралçăсем тытса тăма район бюджетĕнчен 337,385 пин тенкĕ тăкакланă. Кун пирки район администрацийĕн специалист-эксперчĕ Д.Карманов пĕлтернĕ.

Тĕрĕслев тата профилактика ĕçĕсен районти уйрăмĕн начальникĕ А.Кляжев иртнĕ çулти лару-тăрупа тĕплĕн паллаштарнă. 2017 çулта Шăмăршă район территорийĕнче 16 пушар тухнă (2016 çулта – 17). Пушарта 2 çын вилнĕ, пĕри аманнă. Вут-кăварпа 5 кил-çурт кĕлленнĕ, 8 хуçалăх сиенленнĕ. Вут-çулăм тухнин тĕп сăлтавĕсем çаксем: хутса ăшăтмалли системăпа усă курнă чух хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăсни, электрооборудовани кивелсе çитни, юсавсăр кăмакапа усă курни, ачасем шăрпăкпа выляни, ỹсĕрпе сигарет туртса пушар кăларни.

Пушарсем ытларах чухне çынсем пурăнакан вырăнсенче тухаççĕ (пушарсен 94 проценчĕ).

Районти тĕрĕслевпе профилактика уйрăмĕ ял çыннисене вут-кăвартан асăрхаттарас тĕлĕшпе сахал мар ĕçсем туса ирттернĕ, ял тăрăхĕсене тухса çỹренĕ.

Рейд вăхăтĕнче хуçалăхсене тĕрĕсленĕ, районта пурăнакансемпе пушар хăрушсăрлăхĕн правилисем çинчен ятарлă калаçусем ирттернĕ.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче ял тăрăхĕн администрацийĕ пушартан сыхланас тĕлĕшпе мĕнле ĕçленипе те паллашнă. Кунта çынсем пурăнман хуçалăхсене, килсĕр çынсем пухăнма пултаракан вырăнсене, нумай ачаллă çемьесен тата пĕччен пурăнакан ватăсен çурчĕсене, ĕçкĕпе ашкăнакансен хуçалăхĕсене те шута илнĕ. Çавăн пекех, кăмакасемпе, газпа тата электричествăпа усă курнă чух хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки аса илтернĕ. Пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман 4 çынна административлă йĕркепе айăпланă.

Пушар тухас хăрушлăх вăрман варринче вырнаçнă пĕчĕк ялсенче уйрăмах пысăк пулнине те палăртнă (Шăмăршă ял тăрăхĕнче çакнашкаллисем - 4). Унта уйрăмах сыхă пул- малла.

Çавăн пекех канашлура чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе тата хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси 2018 çулта туса ирттермелли ĕçсен планне йышăннă.

Владимир Денисов хăйĕн сăмахĕнче малашне те ирĕклĕ пушар хуралне йĕркелес пирки, тивĕçлĕ службăсен хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе халăх хушшинче ăнлантару ĕçне анлăрах туса пымалли çинчен палăртса каланă. Вут-кăвар тухас хăрушлăх ан пултăр тесен, кашни çыннăн пушара хирĕç кĕрешмелли правилăсене çирĕп пурнăçламалла.

А.НИЗАМОВ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика