Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр, кайăк гриппĕ

23 января 2018 г.

Ку амак хăвăрт сарăлакан уйрăмах хăрушă чир шутне кĕрет. Вăл чирлĕ чĕр чунсен юнĕнче, шалти мĕн пур органĕнче, ỹт айĕнчи клетчаткинче, мышцисемпе ỹт парĕсем туса кăларакан япалисенче тĕл пулать.

Кайăк грипне Раççейре 2005 çулта пуçласа тупса палăртнă. Виçĕм çул ăна Калмăкпа Тыва республикисенче, Краснодар тата Ростов облаçĕсенче шута илнĕ. 12,2 пин пуç кайăк-кĕшĕк пĕтнĕ. Пĕлтĕр Европăри çĕршывсенче, Мускав облаçĕнче (уйрăмах 5 муниципалитетра) амак анлă сарăлнине палăртнă.

Чăваш Республикинче 2017 çулхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кайăк-кĕшĕк йышĕ 4321500 пуçа çитнĕ. Вĕсенчен 3,5 млн ытларахăшне - ял хуçалăх предприятийĕсенче (81 про- цент), 683,9 пинĕшне - уйрăм çын хуçалăхĕсенче, ыттине фермерсем усраççĕ.

Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекен кашни предприятире эпизооти лару-тăрăвне тăтăш тĕрĕслеççĕ. 2016 çулта республикăри Патшалăх ветслужбăн ветлабораторийĕ 1654 мониторинг тĕпчевĕ ирттернĕ. Грипп вирусне тупса палăртман. Пĕлтĕрхи тĕрĕслевсем те çакнах çирĕплетеççĕ. Анчах çакă тимлĕхе чакармаллине пĕлтермест.

Тĕрĕссипе, ветспециалистсем 2006-2011 çулсенче ку енĕпе çине тăрса ĕçленĕ. Çуркунне кăнтăртан пысăк йышпа таврăнакан тата вĕçсе иртекен çунатлă туссенчен сикекен вирус куçасран тата иммунитета çирĕплетес тĕллевпе мĕн пур тытăмри хуçалăхсенчи кайăк-кĕшĕке вакцина янă. Хальхи вăхăтра вакцинаци ирттермеççĕ. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен амака шута илнĕ субъектсен шутне кĕмест. Лару-тăру ăнăçлăхĕ ветеринарсем профилактика мероприятийĕсене çỹллĕ шайра ирттернинчен тата кайăк-кĕшĕк пăхакансем ветсанитари правилисене çирĕп пăхăннинчен килет.

Республикăра хальлĕхе лару-тăру аван пулин те, кайăк грипĕ кăнтăрти регионсенчен çурçĕрелле куçса пыни, Мускав облаçне те çитни, паллах, шиклентерет. Хĕл варрине кĕтĕмĕр. Апла пулсан çуркунне çитесси те инçе мар. Унăн хыпарçисем кăнтăртан вĕçсе килĕç. Хăшĕсене вирус ермен-и? Акă мĕн шухăшлаттарать ветслужбăна. Ял хуçалăх предприятийĕсем чăх-чĕпе, хур-кăвакала, ыттине те хупса тăратаççĕ. Шанчăклă. Анчах ял çынни вĕсене час-часах ирĕке кăларать. Амакран сыхламалли правилăсене уямасть. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ сен ĕçченĕсен ветеринарсемпе пĕрле кайăк-кĕшĕк грипĕн хăрушлăхĕ çинчен ял халăхне ăнлантарса памаллах.

ЧР Патшалăх ветслужба сайчĕн материалĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика