Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă Ольга

02 февраля 2018 г.

Пултаруллă Ольга

ОЛЬГА АЛЕКСАНДРОВА Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта 11-мĕш класра «4» тата «5» паллăсемпе вĕренет. Уйрăмах математика, физика, вырăс чĕлхи урокĕсене кăмăллать. Пулас профессийĕ те (инженер пуласшăн вăл) çак предметсемпе çыхăннă. Районти олимпиадăсене те çулсерен хутшăнать, иртнĕ çул географи тата вырăс литератури предмечĕсемпе при- зер Дипломне тивĕçнĕ. Районти наукăпа практика конференцийĕнче те активлă – «Истори» секцийĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă.

Ольга пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ: спортпа туслă, юрă-ташăра ăста, сцена çинче сăвăсем илемлĕ вулать. Волейбол, баскетбол вăййисене килĕштерет, ирĕклĕ майпа кĕрешсе Дипломсене тивĕçет. Çăмăл атлетика эстафетинче те шкул командишĕн çĕмрен пек ыткăнать.

Класра вăл староста тивĕçĕсене пурнăçлать. Шкулта вара ăна пĕрле вĕренекенсем, пуçарулăхĕпе хастарлăхне кура, «Алый парус» çамрăксен пĕрлешĕвĕн Президенчĕ пулма суйланă. Унсăр пуçне «Дельфинсем» волонтер юхăмĕн активлă членĕ, «Юность» ачапăча ĕç бригадин хастарĕ, аслă класра вĕренекенсен «Эрудит» ăс-тăн вăййин капитанĕ (иртнĕ эрнере республикăра 3-мĕш вырăн йышăнчĕç)... Ăçтан ăсталăх тата вăхăт çитерет-ши пур мероприятие те хутшăнма?

Тата вăл илемлĕ литературăна вулама питĕ юратать, сăвăсем те хай- лать. «Антонина» ташă ушкăнĕнчи солистка та вăлах. Ольга Александрова çепĕç сассипе чăваш халăх юррине шăрантарнине илтесчĕ сирĕн - епле илемлĕ юрлать тейĕттĕр.

Çапла тĕлĕнмелле хĕрпе паллашрăм Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче. Учительсем ăна пурте хавхалантарса тăраççĕ, пĕр класра вĕренекенсем - хисеплеççĕ, унра чăн-чăн лидер енĕсене курса ун енне туртăнаççĕ. Ахальтен мар пултаруллă хĕр Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Малашне те ăнăçу хыççăн ăнăçу кăна пултăр унăн пурнăç çулĕ çинче!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика