Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мускав следователĕ - пирĕн ентеш

02 февраля 2018 г.

Мускав следователĕ - пирĕн ентеш

ВЯЧЕСЛАВ СМАЕВ 1998 çулта Васан ялĕнче çуралнă. Унти вăтам шкултан 2009 çулта ылтăн медальпе вĕренсе тухнă хыççăн Мускаври Шалти Ĕçсен Министерствин университетне çул тытнă, следовательсен факультетĕнче 5 çул ăс пухнă.

Васанти вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенче Слава спортра та, уйрăмах çăмăл атлетикăпа, çитĕнỹсем тăватчĕ - районта, республикăра иртекен ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнатчĕ. Хăвăрт чупас ăсталăхĕ ăна университетра та пулăшса тăнă – пулас ĕçре те кирлине кура студентсене спортпа та пиçĕхтернĕ. Калас пулать, ку енĕпе Вячеслав университетра вĕренме тытăнсанах палăрнă - «Милицейская миля» чупура (1852 метр) 1-мĕш курсра вĕренекенсем хушшинче çĕнтерỹçĕ пулса тăнă. Çакăн хыççăн вăл спорт ăмăртăвĕсенче факультет, университет чысне хỹтĕлеме тытăннă. Мускав марафонне те хутшăннă. 2014 çулхи Сочире иртнĕ Хĕллехи Олимпиадăна тата ун хыççăнах Паралимпиада вăййисене ирттерме хутшăннă. Çак мероприятисенче палăрнăшăн В.Смаева асăнмалăх медальпе тата Хисеп Грамотипе наградăланă.

2014 çулта университет пĕтерни çинчен Диплом илнĕ çамрăк лейтенант Раççей Шалти Ĕçсен Министерствин Мускав хулинчи Можайск районĕн следстви пайĕн следователĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Ĕçри тивĕçĕсене пысăк яваплăхпа, тăрăшса пурнăçласа пыракан сотруднике икĕ çултан аслă лейтенант званийĕ параççĕ. Çавăн пекех ăна ĕçри çитĕнỹсемшĕн Дипломсемпе, Хисеп Грамотисемпе те хавхалантарсах тăраççĕ. Унăн сăнне Шалти Ĕçсен Тĕп Управленийĕн çурчĕ çинчи Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă.

Спорт вара унăн пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнать. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене час-часах хутшăнать, хăй ĕçлекен учреждени, коллектив ятне чыслă хỹтĕлет.

2017 çулхи декабрьте Вячеслав Витальевич Раççей Шалти Ĕçĕсен тытăмĕн Мускав хулинче ĕçлекен следовательсен «Профессире – чи лайăххи» конкурсне хутшăнса 1-мĕш вырăн çĕнсе илнĕ.

Халĕ следстви уйрăмĕн аслă лейтенанчĕ Вячеслав Смаев «аслă следователь» тивĕçĕсене пурнăçлать. Служба картлашки тăрăх çапла çỹллĕрен çỹле хăпарса пыма ăнăçу сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика