Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ Зейняп аппа

06 февраля 2018 г.

Хисеплĕ Зейняп аппа

ЗЕЙНЯП АППА (кỹршисем Зоя аппа теççĕ) кашни ирех çỹллĕ кĕлеткине тỹп-тỹрĕ тытса, васкамасăр, Шăмăршăри Красный Бор урамĕнчен тухса суту-илỹ центрĕ еннелле утать. Лавккасен речĕ- пе иртсе пынă майăн хирĕç тĕл пулакансене ăшшăн сывлăх сунать, уçă сассипе тутарсемпе тутарла, чăвашсемпе чăвашла, вырăссемпе вырăсла - пуринпе те калаçăва хутшăнать, хăйĕн ырă кăмăл-туйăмне кашнине валеçсе тухать.

Çапла пуçланнă Зейнеб Низамован кашни ĕç кунĕ Шăмăршăри райпо тытăмĕнче сутуçăра ĕçленĕ çулсенче те (1968-1995). Вăл «Дежурный» апат-çимĕç тата «Мебель» лавккасенче, уни- вермагри трикотажпа атă-пушмак пайĕнче продавщицăра 27 çул тăрăшнă. Яланхи лăпкă сассипе кашни клиента ăшă кăмăлпа кĕтсе илсе ăсатса яратчĕ. Ун патĕнче тавар туянма та çăмăлччĕ – нихăçан та тарăхни-ывăннине систерместчĕ, кирлĕ япалана суйласа илме пулăшатчĕ. Ахальтен коллектив «Коммунизмла ĕç ударникĕ» паллăпа чысламан ăна. «Ĕç ветеранĕ» ята та тивĕçнĕ.

Зейнеб Фаткулислямовна Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Шланкка ялĕнче çуралса ỹснĕ. Шăпах 60 çул каялла (1858 ç), пĕр ял каччипе пĕрлешсен, Шăмăрша куçса килнĕ. Малтанхи çулсенче ĕçе çỹреме май пулман – умлă-хыçлă 5 ача çуралнă, вĕсене аталантарнă. Кунта çакна палăртни те вырăнлă: Зейняп аппа 2 ывăлĕпе 3 хĕрне тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă (мăшăрĕ пурнăçран ир уйрăлса кайнă). Кашниех вĕренсе хăйне килĕшекен специальноçа алла илнĕ, çемье çавăрнă, пурнăç тĕллевне тупнă. Пурте ял-йыш хушшинче хисепре.

Асли, Ринат, Ульяновск хулинчи строитель организацийĕнче директор заместителĕн тивĕçĕсене пурнăçлать. Рифкат та çак хуларах тĕпленнĕ, вăл – адвокат. Венерăпа Римма та çемйисемпе унтах пурăнаççĕ. Вĕсем амăшĕн çулĕпе кайнă - суту-илỹре вăй-хураççĕ. Кĕçĕнни, Эльвира, медицина сестри, Мускавра çемье çавăрнă. Савăнать амăшĕ ылтăн алăллă ывăлĕсемпе, çепĕç чунлă хĕрĕсемпе. Сăлтавĕ те çук мар, кил-хуçалăхĕнчи пур арçын ĕçне мăшăрĕ вилнĕренпех ывăлĕсем пурнăçласа пыраççĕ. Платник те, каменщик те, кро- вельщик те, кăмакаçă та, штукатур-маляр та вĕсем. Нимĕнле ăстаçă чĕнме те кирлĕ мар. Хĕрĕсем вара кухньăра чăн-чăн хуçасем, кил-çурта илем кỹрсе ăшăтса тăракансем. Ал ĕçĕ тума та маçтăр - çĕлеççĕ, çыхаççĕ.

77 çулпа пыракан Зейняп аппа çирĕм çул ĕнтĕ пĕчченех пурăнать. Анчах пĕчченлĕхе туйма памаççĕ ăна 5 ачипе 7 мăнукĕ тата 2 кĕçĕн мăнукĕ. Кашни кунах шăнкăравласа сывлăхĕпе инте- ресленеççĕ, çепĕç сăмахсемпе йăпатса тăраççĕ. Ульяновск хулинчен кашни эрнерех черетлĕн амăшĕ патне килсе каяççĕ. Ачисене вара тăван килте яла- нах тулли сĕтел кĕтсе тăрать. Сĕтел варринче – вĕсем юратакан тин пиçсе тухнă вĕри панулми кукăлĕ. Унсăр пуçне вĕсем ачаранпах кăмăллакан чак-чак, баурсак тата темтепĕр.

- Ачасемпе, мăнуксемпе савăнма кун панăшăн хама телейлĕ тесе шутлатăп, кашни самантрах Турра тав тăватăп, - ерипен калаçать сăпайлă Зейняп аппа.- Мăнуксем те тимлĕхсĕр хăвармаççĕ. Акă Дима, салтак тивĕçне пурнăçланă хыççăн контрактпа унтах службăра тăраканскер, мана ыттисенчен те нумайрах шăнкăрласа савăнтарать. Эпĕ ăна ĕçе пăрахсах çулталăк çурăран 7 çул тултариччен пăхса ỹстертĕм, çавăнпа ытларах та çывăха хурать ĕнтĕ. Маттур та-çке мăнукăмсем те!

...Урампа иртсе пыракан тип-тирпейлĕ те килĕшỹллĕ тăхăннă сумлă хĕрарăмпа - çумăрлă çанталăкра та пылчăк çыпăçмасть ун çумне! - пурте чарăнса тăрсах калаçаççĕ, ырă кун сунаççĕ. Эпĕ те яланах Зоя аппана, аякранах асăрхаса, кĕтсе тăратăп, унăн чун ăшшипе каланă сăмахĕсемпе хавхаланса, ĕçе васкатăп.

Г.ИВАНОВА.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика