Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кайăк хитре тĕкĕпе, этем – ырă ĕçĕпе

09 февраля 2018 г.

ЧĂНАХ та, этем ĕçĕпе илемлĕ. Çак ваттисен каларăшне Карапай Шăмăршă ялĕнчи Василий Федорович Денисов пурнăçĕпе çыхăнтарма пулать.

Василий Федорович 1948 çулта февралĕн 14-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Ялти 8 класлă шкул хыççăн Етĕрнери СПТУ-ра вĕреннĕ, тăван колхоза тракторист пулса таврăннă. Тĕрĕссипе, тракторпа çỹреме ăна амăшĕ, 31 çул колхозра тракторпа ĕçленĕ Елизавета Васильевна Денисова - Чăваш АССР тава тивĕçлĕ мехнизаторĕ, хăнăхтарнă. Каярах, 1971-1974 çулсенче, Шупашкарта заочно майпа ялхуçалăхĕн экономисчĕ специальноçа алла илнĕ.

1974 çулта ĕçчен те анлă тавракурăмлă специалиста Шăмăршăри пищекомбинат директорĕн тивĕçне шанса параççĕ. Унта 3 çул хушшинче пуçарулăхпа тата ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлнипе палăрнă ертỹçĕне 1977 çулта райпо правленийĕн председателĕ пулма çирĕплетеççĕ.

1992-1993 çулсем – Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса ĕçленĕ çулсем. 1993-2003 çулсенче Шăмăр- шăри топсбыт предприятине ертсе пынă. Ун хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен - райпо тытăмĕнчи обществăлла апатлану сферинче вăй хунă. Çапла Василий Федорович пĕрмаях район шайĕнчи яваплă ĕç вырăнĕсенче тăрăшнă. Унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне нумай-нумай Хисеп Грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе пысăк хак панă. «Ĕçри хастарлăхшăн» тата В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа кăларнă юбилей медалĕпе наградăланă ăна. 1998 çулта «Чăваш Республикин халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята та тивĕçнĕ вăл.

Василий Федоровичпа юнашар ăна яланах ăнланса, пулăшса пыраканĕ – савнă мăшăрĕ Лидия Александровна. Вĕсем 1969 çулта пĕр çемье çавăрнă, 2 ывăлпа 2 хĕре пурнăç çулĕ çине кăларнă.

Лидия Александровна та пĕр ĕçрен те хăраса тăман: фермăра – ĕне сăвакан, лесопунктра - рабочи, кафере - повар пулса вăй хунă, «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ.

Ял-йышра хисепе тухнă ватăсем халĕ килти хуçалăхра тăрмашаççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча-çимĕç çитĕнтереççĕ. Çуллахи вăхăтра хурт-хăмăр пăхаççĕ.

Çак кунсенче Василий Федорович 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Лидия Александровна та иртнĕ уйăхра çичĕ теçетке тултарчĕ. Сумлă юбилярсене ял администрацийĕ, ялти Вете рансен Канашĕ, Хĕрарăмсен Канашĕ нумай-нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх сунаççĕ.

А.САВЕЛЬЕВА, библиотекарь.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика