Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

09 февраля 2018 г.

Ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

ИРТНĔ эрнере Кивĕ Шăмăршă ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ Иван Дмитриевич Семенов хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна Васан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин ăшшăн саламларĕ, хаклă парнепе чысларĕ. Чăн та хисеплĕ çын вăл пирĕн ял тăрăхĕнче.

Мĕн пĕчĕклех Ванькка ĕçчен те тăрăшуллă ача пулса ỹснĕ, тимĕр-тăмăртан тем те пĕр ăсталама юратнă. Васанти 7 класлă шкула пĕтерсенех 14 çул та тултарайман йĕкĕт колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. Малтанласа ялти «Динамо» колхозра выльăх-чĕрлĕх пăхнă (1947-1954 çулсенче). Виçĕ çул çарта службăра тăнă хыççăн ăна уй-хир сухалакан трактор çине плугарь пулма çирĕплетнĕ.

Техникăна кăмăлланăран, Шăмăршăри МТС-ра трактористсен курсĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн ăна ДТ-54 трактор штурвалне шанса панă. Çапла вара Иван Дмитриевич 1958 çултанпа 1994 çулчченех – 33 çул хушши - малтан «Гвардеец» колхозра, каярах «Шемуршинский» совхозра тракторист, комбайнер, слесарь-наладчик пулса вăй хунă. Ĕçри тивĕçĕсене тăрăшса, пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн хастар механизатора темиçе хутчен те район Совечĕн депутатне суйланă, «Хисеп Палли» орденпа наградăланă. 1980 çулта И.Семенова «Чăваш АССРĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Çавăн пекех вăл Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп грамотине те, Министрсен Канашĕн Тав çырăвĕсене те тивĕçнĕ.

«Мастер Золотые Руки» Диплом та унăн ĕçри çитĕнĕвĕсене çирĕплетет.

2012 çулта ял-йыш Иван Дмитриевича «Кивĕ Шăмăршă ялĕн хисеплĕ гражданинĕ» сумлă ят пама йышăнчĕ.

И.Семенов мăшăрĕпе 3 ывăлпа 3 хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Эпир хастар çĕр ĕçченĕпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Çамрăксемшĕн вăл ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Ял-йыш ячĕпе тепĕр хут сумлă юбилей ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп.

Г.ЛАРШНИКОВ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика