Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васкатать хресчене çурхи кун

05 апреля 2008 г.

«ВОСХОД» СХПК ертÿçи Михаил Самсонов – районти чи çамрăк ертÿçĕсенчен пĕри. Арканма-юхăнма пуçланă хуçалăха йышăнса юлнă вăл, пин-пин тенкĕ парăмран хăрамасăр çаннисене тавăрсах ĕçе кÿлĕннĕ.

«Ачи – маттур, пултарать», - теççĕ паян Михаил Самсонов пирки чаткассем. – Çĕрсене те акмасăр хăвармастпăр, выльăх-чĕрлĕх витисем те тулли».

Кăçалхи çур акине те «Восход» СХПК ĕçченĕсем тĕплĕн хатĕрленсе пуçăнаççĕ. 300 гектар çинчи кĕр тыррисем лайăх хĕл каçнă, часах вĕсене минераллă удобренипе апатлантарĕç. Çур акинче пĕрчĕллĕ культурăсене 700 гектартан кая мар акма палăртнă. Çĕр улми те 10 гектар йышăнĕ, выльăх чĕкĕнтĕрĕ валли те вырăн тупăнать. Выльăх апачлĕх культурăсене пĕлтĕрхинчен ытларах акасшăн.

Техника паркĕ, чăнах та, кивелсе çитнĕ. Кунта кивĕ техникăна та тирпейлĕ тытаççĕ, тĕплĕн юсаса тухăçлă ĕçлеççĕ. Тăкаксем сахал тăвакан технологие ĕçе кĕртме тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпех кÿршĕллĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăран хăмăла сухаламасăр акмалли сеялка туяннă. Ку сеялкăпа талăкра 35-40 гектар тырă акма пулать, топливо нумай перекетленет.

Çак тата ытти çĕнĕлĕхсемпе, чаткассен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç кĕçнерни кун «Восход» СХПКра иртнĕ районти семинара хутшăннисем.

Семинарăн тепĕр пайĕ Анат Чаткасри Культура çуртĕнче иртрĕ, унта çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерес тĕлĕшпе районти çĕр ĕçченĕсем умĕнче тăракан задачăсене сÿтсе яврĕç.

Семинар ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕ. Валерий Петрович акăнмасăр пĕр гектар çĕр те юлмалла маррине, вăрлăхсене çĕнетмеллине, тупăшлă культурăсем ытларах акмаллине палăртрĕ.

«Çĕр – пирĕн чи пысăк пуянлăх, унпа тирпейлĕ, чăн-чăн хресчен пек усă курмалла», - терĕ Валерий Петрович.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика