Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урхамахсем тăраççĕ тапăртатса

05 апреля 2008 г.

«АГРОСЕРВИС» ОООра пысăк савăнăç: «Капля» кĕсре хăмланă. Ытарма çук илемлĕ тихана «Каприза» ят панă.

– Пирĕн «Капля» – «Американская рысистая» ăратлă, - пĕлтерчĕ «Агросервис» ертÿçи, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов. – Тихи те, ашшĕпе амăшне кура, таса ăратлă рысак пулĕ.

«Капля» урхамах – республикăри тата ун тулашĕнчи нумай-нумай ăмăртусен çĕнтерÿçи. Александр Васильевич ăна çав тери юратать, пушă вăхăт тупăнсанах витенелле васкать.

Витене кĕме тепĕр сăлтав та пур: «Гимназистка» кĕсре те хăмланă. Тихи – «Гепарт» – пĕр вырăнта тăма пĕлмест, сиккелесе çеç çÿрет.

«Агросервис» ОООра хальхи вăхăтра 15 лаша. Вĕсенчен улттăшĕ паян тесен паян пысăк ăмăртусене хутшăнма пултарать. «Архипелаг», «Карнавал», «Влада» урахамахсен ырă ячĕ Чĕмпĕрпе Хусан, Чулхула таранчченех сарăлнă. Кăçал та урхамахсемпе вĕсен хуçисене çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Республика кунĕнче Йĕпреçре ирттерекен ăмăртуран хаклă парнесемпе таврăнасса кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика