Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Новости » Район çыннисем Çĕнтерỹ уявĕ пирки хăйсен шухăшĕсене палăртаççĕ: "Ĕмĕр-ĕмĕр манăçми Аслă Çĕнтерỹ!"

09.05.2018

 Федор КАРГИН, Кивĕ Шăмăршă ялĕнчи фронтовик, Сталинград хулин хỹтĕлевçи:

- 73 çул каялла эпир - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсем - хамăр ялтан вăтăрăн ытлаччĕ. Паян виçĕ ялĕпе те пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Манăн юлташсем масар çинче ĕмĕрлĕхе канлĕх тупрĕç. Сывлăхăм чаплă пулмасан та, кашни çулах ялти палăк умĕнче ирттерекен митинга хутшăнатăп, çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, кирлех пулсан ăна кăкăрпа хỹтĕлеме чĕнсе калатăп. Çĕнтерỹ кунĕ маншăн - хаклăран та хаклă уяв. Çавăн пекех районта пурăнакан ултă фронтовика та çитес çулхи Çĕнтерỹ кунне те кĕтсе илме сывлăх сунатăп.

Таисия ГУРОВА, Шăмăршăра пурăнакан тыл ветеранĕ:

- Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче эпĕ пĕчĕк хĕрача çеç пулнă-ха, апла пулин те выçлăхпа хĕн-асапа лайăх астăватăп. Фронтран кашни кун тенĕ пекех вилĕм çырăвĕсем килетчĕç, нумай килĕре ĕсĕклесе йĕни илтĕнсе тăратчĕ. Эпир - вĕтĕр-шакăр мĕн çуркуннерен пуçласа хура кĕркуннечченех колхоз уй-хирĕнче ĕçленĕ. Фермăра çамрăк пăрусемпе путексем пăхаттăмăр, вăрмана кайса утă тата милĕк хатĕрлеттĕмĕр. Ун чух пире никам та шеллемен, мĕншĕн тесен пурне те йывăр пулнă. Пурте фронтшăн, çĕнтерỹшĕн ĕçленĕ. 73-мĕш Çĕнтерỹ кунне пысăк савăнăçпа тата куççульпе йĕпеннĕ куçсемпе кĕтсе илтĕмĕр. Хам та 90 çула çитсе пыратăп ĕнтĕ, çапах та вилес килмест-ха. Ачасемпе мăнуксен савăнăçĕ мана пурăнма вăй парса тăрать. Çĕнтерỹ уявĕ ячĕпе, тăван район çыннисем!

Радик ХАМДЕЕВ, ĕç ветеранĕ, Патирек ялĕ:

-  Çĕнтерỹ кунне çав тери пысăк савăнăçпа кĕтсе илтĕм. Пирĕн асаттесемпе аттесем паянхи телейлĕ пурнăçшăн фронтра юн тăкнă. Вĕсен ырă ячĕсене, вĕсен паттăрлăхне пирĕн чĕрере упрамалла, хамăрăн мăнуксене те Тăван çĕршыва юратма воспитани памалла. 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru