Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Новости » Саламлаççĕ ылтăн пучахсем

27.07.2018

  КĔРХИ тулă уйне ылтăн тĕс çапнă. Вăштăр кăна вăштăр ăшă çил вĕрсе иртет те, тулли пучахсем тайăла-тайăла çĕр ĕçченне пуç тайнăн туйăнать.

  - Иртнĕ кĕçнерникун малтанхи бункерсене пушатрăмăр, - пĕлтерчĕ Игорь Быков фермер хуçалăхĕн управляющийĕ Юрий Старшов. -  Ман шутпа, кĕрхи тулă гектартан вăтамран 25 центнертан кая мар тухмалла. Ытларах илме ĕмĕтленнĕччĕ, çанталăк типĕ тăнипе мĕн палăртни пурнăçа кĕреймерĕ.

  Кĕрхи тулă 220 гектар йышăнать. Икĕ "Дон" комбайн "ишет" тырă "тинĕсĕнче". Эпир Владимир Ивановпа кăштах кăна калаçма май тупрăмăр.

  - Хĕрĕх çул ытла комбайнпа ĕçлетĕп, - терĕ Владимир Анатольевич. - СК-4, СК-5 комбайнсемпе тыр-пул пухса кĕртнĕ. "Донпа" ĕçлеме те тиврĕ. Питĕ хăватлă машина, тинĕсри карап капитанĕ пек туятăп.

  Бункер тулни çинчен сигнал парсанах, комбайн патне Сергей Ельцов механизатор тележкăллă МТЗ-52 тракторпа çитсе чарăнчĕ. Кузов çине ылтăн пĕрчĕсем шăпăртатсах тăкăнчĕç.Сергей йĕтем çине пушатма кайса киличчен комбайн патне ГАЗ-53 автомашина çирĕплетнĕ.

  ... ЙĔТЕМЕ тырă килсех тăрать, Светлана Ефимова заведующи çĕнĕ тухăçа çирĕп шута илсе пырать. Хиртен килекен пуянлăха Юрий Терентьев машинист сортировкăпа тасатать. Ултă рабочи вăй хурать кунта, пурте хастар. Çавăнпа та хушамачĕсене те асăнмастăп, коллективри арçынна - Олег Тихонова çеç -палăртса хăварам.Мĕн каласан та йăтмалла-сĕтĕрмелле чухне арçын çине ытларах тиенет.

  ХИР кĕр тыррисенчен пушансанах комбайнсем çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пуçтарса кĕртме пуçăнĕç. Çурхи тулă - 320, урпа - 380, сĕлĕ - 100 гектар йышăнаççĕ. Ĕçлемеллĕх, тар тăкмалăх пур.

Сисмесĕрех кĕр аки те пуçланĕ. 260 гектар кĕрхи тулă акасшăн кунта. Вăрлăхĕ - куçăмлă фондран.

  Юрий Старшов управляющи, хăй калашле, "ват çерçи": кĕр тыррисене хура пусă валли хăварнă, лайăх сухаласа кăпкалатнă, каннă çĕр çине çеç актарать. Паллах, минерал удобренийĕпе туллин усă курмалла. Çакă калчана кĕркунне вăй илсе тĕмленме, лайăх хĕл каçма пулăшĕ.

  Хуçалăхра вырма ĕçĕсем кунсерен сарăлса пыраççĕ. Паян-ыран виççĕмĕш "Дон" та ĕçе пуçăнĕ.

  Çанталăк хĕвеллĕ те уяр тăнă кунсенче вăрлăх хатĕрлес ĕçе те пĕр чăрмавсăрах йĕркелесе янă. Йĕтеме тонна хыççăн тонна тырă килет, çак пуянлăха çийĕнчех тасатса тирпейлемелле. Вăй патăрах сире, хастар çынсем!

Ив.САЛАНДАЕВ.

Сăн ỹкерчĕкĕсем Н.Ильинан.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru