Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Хоккей пурне те çывăхлатать

23.01.2018

ИРТНĔ шăматкун, январĕн 20-мĕшĕнче, «Туслăх» спорт комплексĕн хоккей площадкинче район шайĕнчи хоккей ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта малти вырăнсемшĕн тăватă ял тăрăхĕн хоккей командисем тупăшрĕç. Хоккеистсене вăйă пуçланас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕ, вăйăра ăнăçу сунчĕ.

Хĕрỹ кĕрешỹре çĕнтерỹçĕ ята Карапай Шăмăршă ял тăрăхне хỹтĕлекен «Темп» команда тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Чукалти «Волга», виççĕмĕшсем – Васан ял тăрăхĕнчен килнĕ «Вазан» команда. Чи лайăх тапăнса вылякан - Э.Валиуллин (Карапай Шăмăршă), чи лайăх вратарь – Е.Куропаткин (Васан), чи лайăх хỹтĕлевçĕ – В.Бибуков (Чукал) тесе палăртрĕç вăйă йĕркелекенсем. Асăннă вăйăра чи аслă çулсенчи хоккеист «Вазан» командăри С.Филиппов, чи çамрăк хоккеист К.Ефимов («Тайфун») пулчĕç.

В.АНТОНОВ.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru