Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Ачасен юратнă воспитателĕ

23.01.2018

ТАТЬЯНА САМИНОВА районта шкул çулне çитмен ачасемпе ĕçлекенсем хушшинче сумлă вырăн йышăнать. Вăл пепкесене воспитани парас ĕçре вăтăр пĕрремĕш çул тăрăшать. Пăчăрлă Пашьел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, тăван ялĕнчи «Радуга» ача садĕнчех ĕçлесе пурăнать, 1996-2017 çулсенче – пĕр улшăнми 21 çул! - ача сачĕн заведующийĕнче вăй хучĕ - яваплăхпа, ĕçченлĕхпе кăна палăрса тăчĕ.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕреннĕ çулсенчех палăрнă Татьянăн хастарлăхĕ. Лайăх вĕреннисĕр пуçне, класс тулашĕнчи мероприятисене активлă хутшăннă. Аслă классенче ăна шкулти комсомол организацине ертсе пыма та шаннă. Вăтам шкула ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн вăл Шупашкарти педагогика училищинче «шкул çулне çитменнисемпе ĕçлекен воспитатель» специальноçне вĕреннĕ (1984-1987 çулсенче), каярах Чăваш патшалăх университетĕнче заочно майпа психолог-педагог дипломне алла илнĕ.

Татьяна Ивановна хăйĕн пурнăçне ача сачĕпе çыхăнтарнăшăн питĕ кăмăллă:

- Садиксĕр, пĕчĕк ачасен йăл куллисĕр пурăнаймастăп. Епле уçă кăмăллă вĕсем, сан патна чупса пыраççĕ – хăйсен савăнăçĕ-пăшăрханăвĕ çинчен каласа пама васкаççĕ, пулăшу- йăпату кĕтеççĕ. Вĕсене кашнинех ачашшăн çупăрланă вăхăтра хăвна та пурнăçра чи кирлĕ çын тесе шутлатăн, - куçĕсем телейпе çиçеççĕ унăн çак самантра.

Татьяна Ивановна ачасемпе кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пĕлет. Коллективра та ăна пурте хисеплеççĕ.

Т.Саминова мăшăрĕпе икĕ ача – ывăлпа хĕр - çуратса ỹстернĕ. Иккĕшĕ те Чăваш патшалăх университетĕнчи электромеханика факультетĕнче аслă пĕлỹ илнĕ. Хĕрĕ Шупашкарти «Элара» заводра инженер пулса ĕçлет, ывăлĕ декабрьте салтак тивĕçне пурнăçласа килнĕ хыççăн халлĕхе килте-ха.

Саминовсем выльăх-чĕрлĕх йышлă тытаççĕ: ĕне, 2 пăру, сурăхсем, çăвăрлакан сысна амисем. Ĕçрен пушă вăхăтра Татьяна Ивановна ал ĕç тума юратать: кофта-юбка, тутăрсем çыхать, чечексем ỹстерет. Чечекĕсем кашни чỹрече ани çинчех хĕлĕн-çăвĕн çеçке çурса савăнтараççĕ, çулла вара пахчарисем те пурин куçне те илĕртеççĕ.

Ял-йыш хисепне тивĕçнĕ пултаруллă воспитателе малашне те ăнăçу кăна сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru