Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Сĕт хакĕ мĕншĕн чакса кайрĕ?

26.01.2018

Ял çынни ĕлĕк те, халĕ те килти хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх самăртса тата сĕт туса илсе сутнинчен çемье енчĕкне хулăнлатать.

Анчах унчченхи вăхăтра «шурă ылтăнпа» танлашнă сĕт хакĕ, сĕт рынокĕнчи лару-тăру çивĕчленнине пула, ял çыннине тивĕçтерменнине пытараймăн. Хальхи вăхăтра пирĕн республикăра анчах мар, федерацин Атăлçи округĕнче, Раççейри мĕнпур регионра сĕт хакĕ йỹнелет.

2017 çулхи январь уйăхĕнче районта пурăнакансем 1 литр сĕте вăтамран 22-23 тенкĕпе сутнă, кăçалхи хак - 18-19 тенкĕ. Республикăра хальхи вăхăтра 1 литр сĕте халăхран вăтамран 14-15 тенкĕпе туянаççĕ.

Сĕт хакĕ мĕншĕн çаплах чакса кайрĕ? Çак ыйту Чăваш Ен Правительствине те шухăшлаттарать. Хак тăваканни - рынок. Республика Правительстви ыйтăва татса пама Раççей Ял хуçалăх министерствинчен, РФ Патшалăх Думин депутачĕсенчен, Федераци Канашĕнчен пулăшу ыйтса çырнине те ял çыннине пĕлтермеллех.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районсенче тăтăшах пулнă май уйрăм хушма хуçалăхра сĕт туса илекенсене лару-тăрăва тĕрĕс ăнлантарса пама тăрăшать. Мĕншĕн тесен çакă чи малтанах тулашри сăлтавсемпе çыхăннине те пытараймăн. Вĕсенчен пĕри - Раççей çĕршывне чикĕ леш енчен типĕ сĕт кỹрсе килме тытăнни. Беларуç Республикинчи суту-илỹ биржин торгĕсенче курттăмăн сутмалли типĕтнĕ сĕтĕн 1 килограмĕ 120 тенкĕ таран йỹнелнине кура продукци тирпейлекен предприятисем ăна пĕр-пĕринпе тупăшса тенĕ пекех туянма тытăннă. Çак сăлтава пула ял çынни патшалăха сутакан сĕт хăйĕн унчченхи хакне çухатма тытăннă.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, республикăра халăхран сĕт туянакан 200 ытла çынран çурри ытла ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлет. Вĕсем уйрăм хушма хуçалăхра туса илекен сĕте тата йỹнетсе туянма та пултараççĕ...

С.АНАТОЛЬЕВА.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru