Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Февральтен автобус çỹреме пуçлĕ

26.01.2018

Паянхи XXI ĕмĕрте яла автобуссем çỹременни чăнах та тĕлĕнтерет. Анат Чаткаспа Пуянкасси ял халăхĕ вĕсен тăрăхне чылай вăхăт хушши рейс автобусĕ çỹременни пирки тăтăшах хаçат редакцине кĕрсе те, шăнкăравласа та тăчĕç. Çак ыйту çине хурав тупас тесе эпир район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе, ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн ертỹçипе О.Н. АЛЕКСЕЕВПА çыхăнтăмăр. Олег Николаевич пире çакăн пек хурав пачĕ:

- Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, ял халăхĕ автобус çỹременни пирки питĕ пăшăрханать. Ку çивĕч ыйтăва халăх ял тăрăхĕсенче пулса иртекен пухусенче те, информаци кунĕсенче те çĕклет. 2017 çулта Анат Чаткаспа Пуянкасси ял тăрăхне Н.Еремеев автобуспа кунне 3 рейс тăватчĕ. Çакă çула тухакан çынсемшĕн питĕ меллĕччĕ, паллах. Анчах та юлашки уйăхсенче çак ялсене автобус пачах та çỹреме пăрахрĕ. Кăна Н.Еремеев водитель çынсем куç умĕнчех таксипе ларса кайнипе çыхăннă тесе ăнлантарать.

Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Анат Чаткаса та, Пуянкассине те рейс автобусĕ çỹреме тытăнĕ. Малтанласа ирхи рейс кăна çỹреттерсе пăхăпăр. Малтанхи графикпах ирхине 7сех.15 минутра вăл Шăмăршăран Пуянкассине кайĕ, 8сех.10 минутра вара - Шăмăршăран Анат Чаткас ялне. кашни юнкун 10 сехетре Шăмăршăран - Пуянкассине, 11сех.50 минутра Шăмăршăран - Анат Чаткаса çỹрĕ. Шăматкунпа вырсарникун Н.Еремеев ку ялсене рейс тумасть.

Çак енчен те асăннă рейссем йĕркеленсе кайсан, çынсем автобуспа çỹреме тытăнсан, малашне рейссене ỹстерĕпĕр. Вара çак ялсене автобус малтан мĕнле графикпа çỹренĕ, çавăн пекех çỹреме тытăнĕ.

Н.ИЛЬИНА калаçнă.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru