Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Юратупа килĕшỹре – 60 çул!

30.01.2018

ИРТНĔ эрнере район администрацийĕн ЗАГС пайĕнче чаплă мероприяти пулса иртрĕ - Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнче пурăнакан Александр Архиповичпа Елена Петровна Димитриевсем бриллиант юбилейне паллă турĕç.

Александр Архипович нумай çул хушши лесопунктра рамщик, вăрман касакан пулса ĕçленĕ. Патăрьел районĕнчи Катек ялĕнче çуралса ỹснĕ Елена Петровна, 1958 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче çемьеленсен, Киров ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă. 1972 çулта Карапай Шăмăршă ялĕнче пекарня уçăлсан ĕçчен хĕрарăма унта заведующи пулма çирĕплетеççĕ. Çак тивĕçре вăл 20 çул тăрăшнă, халăха тутлă та кăпăшка çăкăрпа тивĕçтернĕ. Ĕçри тăрăшулăхĕшĕн Елена Петровнана темиçе хутчен те Дипломсемпе, Грамотăсемпе наградăланă. Унăн сăнне Хисеп Хăми çине вырнаçтарнă. Çавăн пекех вăл ял Совечĕн тата район Совечĕн депутачĕ пулма та темиçе хутчен те тивĕçнĕ.

60 çул килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ Димитриевсем. Вĕсем 2 ывăлпа хĕр çуратса ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕсем çемйисемпе хулара пурăнаççĕ, хĕрĕ Галина Александровна Палтиелĕнчи вăтам шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Вăл та амăшĕ пекех активлă та пултаруллă - юрă-ташă ăсти, обществăлла пурнăçра хастар. Ватăсене 5 мăнукĕпе 2 кĕçĕн мăнукĕ савăнтарса тăраççĕ.

Телейлĕ мăшăра юбилей ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов, ЗАГС пайĕн ертỹçи Т.Матвеева, Карапай Шăмăршă ял тăрăхĕнчи Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Г.Петькова ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç. Юбилярсене саламласа ачисем, çывăх тăванĕсем ырă сăмахсем каларĕç.

Çемье тăнăçлăхĕ, çирĕплĕхĕ мĕнре тесе ыйтсан, Димитриевсем иккĕшĕ те пĕр харăс çапла хуравларĕç:

- Çемьере чи кирли - пĕр-пĕрне хисеплени тата çемьене хаклама, упрама пĕлни.

Пирĕн те, çамрăксен, çакна яланах асра тытасчĕ!

М.ЕФИМОВА.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru