Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Тĕп çул-йĕре палăртрĕç

02.02.2018

ÇАК кунсенче Шăмăршăри тĕп больницăра халăха медицина пулăшăвĕ парас ыйтупа канашлу иртрĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин медицина пулăшăвĕ парас енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи Владимир Дубов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов хутшăнчĕ. Больницăн тĕп врачĕ Ирина Смирнова пухăннисене Шăмăршăри тĕп больницăн тата районти фельдшерпа акушер пункчĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. 2017 çулта халăха диспансеризаци витĕр кăларасси те планпа пăхнă пек пурнăçланса пынă. Уйрăмах ачасен сывлăхне упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Çавăн пекех, районти демографи ыйтăвĕ медицина ĕçченĕсемшĕн питĕ çивĕч тăрать: пĕлтĕр, виçĕм çулхипе танлаштарсан, 25 ача сахалрах çуралнă (пурĕ - 133 ача), вилекенсен хисепĕ вара çакăн чухлĕ нумайрах. Чăн та, 2017 çулта пĕчĕк ачасем е вĕсен амăшĕсем вилнĕ тĕслĕхсем çукки те - лайăх пулăм. Ирина Анатольевна ачасем тата çитĕннисем иртнĕ çул мĕнле чирсемпе ытларах чирленĕ пирки тĕплĕн каласа пачĕ, чир-чĕрпе кĕрешмелли майсем çинче чарăнса тăчĕ. Халăха стационарта сиплес плана пĕтĕмпех тултарни çинчен те пĕлтерчĕ.

Пĕлтĕр республикăра çыннăн вăтам ĕмĕрĕ самаях ỹснĕ - 72 çулпа танлашнă. «Çакă медицина ĕçченĕсен халăха сыватас ĕçне лайăх хак пама май парать»,- терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Денисов. Шăмăршă район больницинче ĕçлекен 2 врача (О.Львов педиатра тата Х.Гайфуллин стоматолога) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» ятпа чыслани те кадрсен професси шайĕ çỹллĕ пулнине çирĕплетет.

В.Дубов Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин иртнĕ çулхи ĕçĕсем çинчен каласа кăтартрĕ, 2018 çулта туса ирттермелли планпа паллаштарчĕ.

И.ПОЛЯКОВ.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru