Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Çĕрĕпех уларĕ çил-тăман…

06.02.2018

«Çĕрĕпех уларĕ çил-тăман, Ахлатсах йăванчĕ ват юман»,- тахçан Хумма Çеменĕ поэт çак йĕркесене иртнĕ вырсарникунпа тунтикунхи пек çанталăк çинчен çырнăнах туйăнать.

«Ах, тур, килте ăшă пỹртре ларакана аван та-ха, енчен те çула тухнисем мĕнле кăна йывăрлăх тỹсмеççĕ-ши?» - çапла пăшăрханса шухăшларăм кутсăр-пуçсăр çил-тăман çаврăннине пăхса тăнă май.

Тунтикун пуринчен ытла район территорийĕнчи 103 километр ытла çул-йĕре юртан тасатса тăракан Дмитрий Сапруков предпринимателе йывăр килчĕ тесен пĕрре те йăнăшмăп. Ирпе пилĕк сехетрех юр тасатакан машинăсемпе грейдерсем хĕрỹ ĕçе пуçăннă. Çил-тăман çĕрĕпех алхаснипе çул çине хулăн юр хỹсе лартнă. Машинăпа мар, çуран çỹреме те питĕ йывăр. Пашьел - Чукал тăрăхĕнчи çула ирпе уçса ĕлкĕрчĕç пулсан, Пуянкасси енче лару-тăру кăнтăрла иртмесĕр те йĕркеленеймерĕ. Çавăн пекех Палтиел - Чаткас тăрăхĕнче пурăнакансем те район центрне çитме пултараймарĕç. Çул тăрăшшĕпех çăмăл автомашинăсем лараççĕ, пĕрне сĕтерсе кăларсан тепри путать. Тасатса кайнă çĕре каллех юр хỹсе лартат

Çапах та ял тăрăхĕсен администрацийĕсем кĕтмен лару-тăрура çухалса каймарĕç. Урамсене те шута илсен, 228 километр çула юртан тасатмалла вĕт-ха. Ăçта ĕçе лайăх йĕркеленĕ - юр тасатакан техника пĕр чарăнмасăр çул уçрĕ. Чăнах та, уйрăм çитменлĕхсем те пулмарĕç мар. Ял çыннисем унчченхи ДРСУ çул-йĕре лайăх тасатса тăнине аса илсе калаçрĕç. ДРСУн техники те нумай пулнă, пысăк опытлă механизаторсем ĕçленĕ.

Çапах та пирĕн иртнине аса илсе çеç пурăнмалла мар, паянхи çивĕч ыйтусене татса парассишĕн тăрăшмалла. Район ертỹçисем кăткăс лару-тăрура оперативлă тата пуçаруллă ĕçлени те çутçанталăк пăтăрмахне сирсе яма пулăшни кăмăла çĕклет. Электроэнерги пама чарăннă тĕслĕхе çийĕнчех пĕтерме май килнĕ, газпа хутса ăшăтнă çĕрте те аварисем пулман.

Ив.САЛАНДАЕВ.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru