Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Тырă выртать кĕлетре, укçи çеç çук енчĕкре…

06.02.2018

«КĔЛЕТ тулли тырă пулсан хресчен аптрамĕ нихăçан», - çапла çыраттăмăр хаçатра вăтăр-хĕрĕх çул каялла. Ун чух патшалăха та тырă нумай сутнă, колхозсемпе совхозсенче те витесене шăнăçайми выльăх-чĕрлĕх усратчĕç. Районти кашни ялтах ирсерен пысăк йышлă кĕтỹ хăваланă, хăшпĕр çĕрте 3-4 кĕтỹ те пулнă. Çапла вара тырă кĕлетре тусан пуçтарса выртман, агрономсем харсăр зоотехниксемпе ферма пуçлăхĕсем вăрлăха выльăхсене çитерсе ан яччăр тесе куç-хăлха пулса тăнă.

Темиçе çул хушши ĕнтĕ çанталăк хресчене савăнăç кỹреймерĕ: вăхăтра çумăр çуманнипе мĕн акни-лартни йĕркеллĕ çитĕнеймерĕ. Тĕрĕссипе, тухăç сахал илнин сăлтавĕсем тата та пур-ха, çапах та: «Çумăр çусан, аслати авăтсан агроном та кирлех мар», - тенинче те тĕрĕсси пурах.

Пĕлтĕрхи тухăç фермерсене малтан савăнтарчĕ-ха, анчах çак хĕпĕртỹ нумая пымарĕ. Тырă хакĕ йỹнĕ пулнипе тупăшĕ ытла та сахал вĕт: килограмне 6-7 тенкĕпе сутнипе çеç укçа-тенкĕллĕ пулаймăн. Çав вăхăтрах çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ỹснĕçем ỹссе пыраççĕ: пĕр литр солярка пуянас тесен пилĕк-ултă килограмм тырă сутмалла. Минерал удобренийĕсен хакĕсем те «çыртаççĕ». Ĕнсỹне хыçăн кунта, енчен те хăв тар тăкса çитĕнтернине аран-аран сутайсан та тракторна ĕçлеттермелĕх вăй-хал çитерейместĕн пулсан?

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин каланă тăрăх, пирĕн фермерсен кĕлечĕсенче паян сахалтан та 4 пин тоннăна яхăн тырă выртать. Çак продукт никама та кирлĕ мар пек пулса тухать - патшалăха та, ял çыннисене те. Чăнах та, йỹнĕпе парсан туянĕç-ха, анчах фермер кĕсйине тупăш кĕмесен сутнин мĕн усси?

Тырă уйрăмах Алексей Иванов, Василий Павлов, Игорь Быков фермерсен нумай. Хак хăçан та пулин ỹсессе кĕтсе пурăнни те чуна лăплантараймасть: «чĕрĕ» укçа паян, çуракине хатĕрленнĕ чухне, питех те кирлĕ вĕт-ха.

Районти хуçалăхсем çурхи ака валли кирличчен ытларах вăрлăх хывнă. Çапах та кĕлетре мĕн пуррине хире илсе тухса акаймăн: вăрлăхсен 55 проценчĕ кăна кондицие ларнă. Урăхла каласан, çур акине çуп-çапран тасатман тырăпа (ăна вăрлăх теме чĕлхе çаврăнмасть) кĕтсе илес хăрушлăх пур. Çавăнпа та çанталăк ăшă енне çаврăнсан пур çĕрте те вăрлăх хатĕрлеме пикенсех пуçăнмалла. Ĕлĕкрех çак питех те кирлĕ ĕçе хĕл ларичченех тăваттăмăр пулсан, халĕ хире тухма патне çитсен тин ыйхăран вăранатпăр çав.

Сăмахăма каллех кĕлетри тырă çине куçарам-ха. Иртнĕ кĕркунне район центрĕнче ялхуçалăх ярмăркки те пулчĕ, анчах пирĕн фермерсем унта халăх кăмăлне тивĕçтереймерĕç. Çав кун тырă ытларах илсе килсе сутнă пулсан укçа-тенкĕ те ĕçлесе тума пулатчĕ. Çук вĕт, хак ỹсессе кĕтетпĕр. Кỹршĕллĕ Тутарстанри хуçалăхсем вара вăр-вартарах пулчĕç, ялтан яла çỹресе халăха тонни-тоннипе тырă сутрĕç. Рынок саманинче çапла ĕçлемелле те ĕнтĕ, сутма-туянма вĕренсе çитеймесен паянхи пурнăçра нумай мала каяймăн.

«Тырра ферма витĕр кăлармалла, вара тин укçа ĕçлесе тума пулĕ», - çапла çирĕппĕн каларĕ фермерсемпе ирттернĕ тĕлпулура Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артомонов. Районта выльăх-чĕрлĕх, уйрăмах сăвăнакан ĕнесен йышĕ, чакнăçем чакса пыни пурне те хытă шухăшлаттармалла. Виçĕмçулхипе танлаштарсан, районта шултра мăйракаллă выльăхсен йышĕ 36,1 процент чакнă. Çак сăлтавпах сĕт 30 процент сахалрах туса илнĕ. Çитерме апачĕ те пур, апла пулсан выльăхсен шутне тата продуктивлăха ỹстерме пире мĕн чăрмантарать-ха? Тĕрĕсех каланă пуль çав ваттисем: «Ялта выльăх тытмасан пуян пулмăн нихăçан».

Паллах, халăха сĕт хакĕ йỹнĕ пулни те пăшăрхантарать. Ку - урăх калаçу, çивĕчрен те çивĕч ыйту.

Ив.САЛАНДАЕВ.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru