Обычная версия сайта   Размер шрифта:   Цветовая схема:   Изображения:
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Публикации » Пулас юрист

09.02.2018

ЕВГЕНИЙ ШЕРНИКОВ Шăмăршăри вăтам шкулта 10-Б класра «5» паллă- семпе кăна вĕренет.

Уйрăмах вырăс чĕлхипе литератури, истори, географи, обществознани урокĕсене килĕштерет, çак предметсемпе районти, республикăри олимпиадăсене те хутшăнать. Паллах, ре- гионти ăс-тăн тупăшăвĕсенче шкул программипе кăна çĕнтереймĕн. Çавăнпах Женя кĕнеке, ятарлă литература нумай вулать - хăйĕн пĕлĕвне ỹстерме шухăш-кăмăлĕ те, чăтăмлăхĕ те çителĕклех. Пĕлтĕр унăн ăс-тăнне тата тавра-курăмне республика шайĕнчи вырăс литератури олимпиадинче пысăк хак панă - призер Дипломĕпе наградăланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ палăртнă тĕллевне пурнăçламасăр лăпланмасть, пуçланă ĕçне вĕçне çитерет. Çав вăхăтрах унăн ырă кăмăлĕ уççăн палăрса тăрать: вăл пурне те пулăшма хатĕр, çав шутра палламан çынсене те. Кун пирки тата вăл çемьере çепĕç чунлă, ашшĕ-амăшĕн шанчăклă тĕрекĕ пулни çинчен унăн класс руководителĕ Т.Анисимова савăнсах пĕлтерчĕ. Çакăншăн ăна шкулта та хисеплеççĕ, унпа юлташлă пулма тăрăшаççĕ.

Евгений класра тата шкулта ирттерекен пур мероприятие те активлă хутшăнать. Обществăлла ĕçсенче унăн пуçарулăхĕ, панă сăмаха тытма пĕлни тыткăнлать. Вăл аслисен сĕнĕвĕсене ăша хывать, хăйĕн шухăшне те калама пултарать. Çакă ăна шкул пĕтерсен хăй тĕллĕн пурăнма пулăшатех. Республика стипендиатне вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕçлесе хăй суйласа илнĕ юрист профессине алла илме ăнăçу пултăр!

Г.ИВАНОВА.

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, с. Шемурша, ул. Ленина, дом 22
Телефон: 8 (83546) 2-33-51
http://www.shem-press.cap.ru