Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кашни ыйту çинех - тивĕçлĕ хурав

16:01 15 июня 2017 г.

 ИЮНĔН 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин тỹрĕ трансляци урлă çĕршыври халăхпа çыхăнчĕ, çынсене хумхантаракан нумай-нумай ыйту çине тĕрĕс те тулли хурав пачĕ. "Ыйту-хурав" меслетпе иртнĕ тỹрĕ эфир кăларăмĕ пирки пирĕн районта пурăнакансем мĕн шутлаççĕ-ха.

А.ЛАРШНИКОВА, "Шăмăршă хыпарĕ" район хаçачĕн тĕп редакторĕ:

 - Владимир Владимирович Путина тỹрĕ эфирта тимлесех итлесе лартăм. Çак куна вăл тĕплĕн хатĕрленни куçа курăнать. Вăл пур енчен те Раççейри лару-тăрăва уçăмлă пĕлни питĕ савăнтарать. Эпир, хамăрăн Президентпа чăннипех те мухтанма пултаратпăр. В.Путин пуриншĕн те - пенсионер-и вăл е çамрăк çын, ахаль рабочий е военный, çĕр ĕçченĕ е учитель  - çак çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене татса парассишĕн тата пурнăç çỹллĕ шайра пултăр тесе чунне парса тăрăшать. Çакăн пек куçа-куçăн иртекен тỹрĕ калаçура панă ыйтусем çине анлă тавра курăмлă тата тỹрĕ кăмăллă çын çеç хуравлама пултарать.

Г.ЕЛЬЦОВ, воин-интернационалистсен районти пĕрлешĕвĕн председателĕ: 

- Владимир Путин Президент Раççей çарĕн вăй-хăвачĕпе авторитетне ỹстермелли, çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парас ĕçе лайăхлатсах пымалли çинчен каларĕ. Мана уйрăмах Волгоградра службăра тăракан çар çыннин ыйтăвĕ çине панă хурав килĕшрĕ. Владимир Путин Раççей çарĕ юлашки çулсенче чи çĕнĕ йышши хĕçпăшалпа вăйланни, апла пулин те пирĕн çĕршыв никама та хăратма шутламанни çинчен пĕлтерчĕ. Пире вăрçă кирлĕ мар, тỹпере яланах мир хĕвелĕ çутаттăр.

Е.ДАВЫДОВА, пенсионерка, Шăмăршă ялĕ:

- Президент пенсионерсен пурнăçне малашне те лайăхлатасси пирки каларĕ, пулăшма шантарчĕ. Пенсионерсенчен чылайăшĕ пĕчĕк пенси илет. Хăшĕсен, ĕмĕрĕпех ĕçленĕ пулсан та, "Ĕç ветеранĕ" ят та çук...

Г.ПЕТЬКОВА, культура ĕçченĕ, Карапай Шăмăршă ялĕ:

- Владимир Путин культурăна аталантарас, çак тытăмра вăй хуракансене пулăшас тени те питĕ савăнтарать. Культура пурне те кирлĕ, ăна аталанма тивĕçлĕ майсем туса памалла.

 З.СВЕКЛОВА, учитель, Палтиел ялĕ:

- Президента ялсенче ĕçлекен çамрăк педагогсен ĕç укçи мĕншĕн пĕчĕккĕ пулни пирки те ыйтусем пачĕç. Владимир Владимирович ку ыйтăва кашни регионăн хăйĕн татса памаллине палăртрĕ. Манăн та унăн шухăшĕпе килĕшес килет.

 

АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика