10:39 24 мая 2018 г.
Эх, епле илемлĕ эсĕ ытарайми тăван енĕм: юратнă тăван тавралăх, аттепе-анне туса лартнă шур çурт, кил умĕнче шăпăл-шăпăл калаçакан хурăнсем, ешерекен улăхсемпе çарансем, тăван ял, куç тулли тăвансем...
Çак кунсенче Анат Чаткасри Чапаев урамĕнчи 68 çуртра пурăннă Пелагея Ивановнапа Алексей Анисимович Захаровсен çурчĕ çине Асăну хăми вырнаçтарчĕç. Алексей Анисимович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса тĕрлĕрен медальсемпе наградăсене тивĕç пулнă. Пелагея Ивановна колхозра ырми-канми ĕçлесе хисепе тивĕçнĕ. Çăмăл мар вăхăтра вунă ача çуратса пăхса ỹстернĕ. Шел, паянхи куна вунă ачаран, пиллĕкĕшĕ çеç пурăнаççĕ Захаровсен. Ачисем пурте хисеплĕ çынсем. Пĕр ывăлне - Владимира - пĕлтĕрхи Акатуй уявĕнче "Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ" ырă ят парса чысларĕç.
Асăну хăми уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Петьков, тăванĕсем, ял çыннисемпе шкул ачисем хутшăнчĕç. Алексей Анисимовичпа Пелагея Ивановна Захаровсене астăвакансем вĕсене ăшшăн аса илчĕç, нумай ырă та ăшă сăмах каларĕç.
Н.ИЛЬИНА.
АУ ЧР «Редакция Шемуршинской районной газеты «Шăмăршă хыпарĕ» ("Шемуршинские вести") Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики