26 ноября 2011 г.
ШĂМĂРШĂ ял поселенийĕн тĕп библиотекинче çак кунсенче Пĕтĕм тĕнчери куç курманнисен кунне халалласа "Пулăшар вĕсене" ятпа мероприяти иртрĕ. Вулав залне çак кун районти куç начар куракан çынсем пухăнчĕç.
Кĕске сăмах каласа тĕл пулăва районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ Н.И. Ендиеров уçрĕ. Вăл инвалидсен çак категорине патшалăх мĕнлерех çăмăллăхсем парса тăни, малашне ку енĕпе еплерех мерăсем йышăнма палăртни пирки каларĕ. Ун хыççăн районти тĕп больницăри врач офтальмолог А.А. Любимова сăмах илчĕ, куçа май килнĕ таран ытларах упрама май паракан майсем çинче чарăнса тăчĕ.
Шăмăршăри культура аталанăвĕн центрĕн ĕçченĕсем мероприятие пухăннисене концертпа савăнтарчĕç.