03 декабря 2011 г.
Ялти хисеплĕ çемьесенчен пĕри тесе калас килет Чукалта пурăнакан Нефедовсем пирки. Пĕр-пĕрне ăнланса, пĕр-пĕринпе килĕштерсе, аслисем вĕрентсе пынине тăнласа пурăнаççĕ вĕсем.
Сергей Федорович çуллахи хĕрÿ ĕç вăхăтĕнче "Агросервис" ОООра ĕçлет, миçемĕш çул ĕнтĕ вăл "уй карапĕн" штурвалĕ умне тăрса тырă-пулă тухса кĕртет. Хĕлле вара кăçатă йăвалать. Ĕçчен алăсем яланах ĕç тупаççĕ. Людмила Николаевна лавккара сутуçăра вăй хурать. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе тавар туянакансене савăнтарать. Килĕшÿллĕ мăшăр виçĕ ача çитĕнтерет, вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшать. Ашшĕ-амăшĕ ĕçре чухне тĕпренчĕкĕсем асламăшĕпе тăраççĕ. Вăл, пурнăçра хурапа шурра уйăрма вĕреннĕскер, мăнукĕсене ырă канашсем парать, ĕçре ÿркенмелле маррине систерет.
Ĕçрен хăраса, ÿркенсе тăма вара Нефедовсен шухăш та çук. Выльăх-чĕрлĕхрен пуян хуçалăхра 3 ĕне, 3 пăру, сурăхсем, сыснасем, чăх-чĕп, хур-кăвакал пур. Вĕсене пурне те вăхăтра апатлантармалла, пÿлĕмĕсене куллен тасатмалла. Унсăрăн выльăхсем кирлĕ пек çитĕнсе савăнтараймаççĕ. Апатне те çителĕклĕ янтăласа хураççĕ ку çемьере. Хĕл кунĕнче шар курмалла ан пултăрччĕ теççĕ.