01 июля 2015 г.
Вулаканран малтанах каçару ыйтатăп: çак статьяна çырса эпĕ çĕнĕрен велосипед шухăшласа кăларма, Америкăна уçма тĕллев лартмастăп. Велосипеда 1817 çулта нимĕç баронĕ Карл фон Дрез шухăшласа кăларни паллă, шкулта вĕреннинчен вара Америкăна Христофор Колумб уçни çинчен калани асра юлнă. Паянхи калаçăвăм - ялта пурăнса мĕнле укçа ĕçлесе тумалли пирки. «Пустуй калаçатăн, ял çынни нихăçан та ĕçлесе пуяймасть», - тейĕç мана хăшĕсем. Çук, тăванăмсем, сирĕнпе килĕшместĕп. Пуйсах каяймасан та, ялта та ĕçчен çын укçа тумалли майсене пĕлет. Акă Шăмăршă тăрăхĕнчи эпĕ лайăх паллакан фермер Олег Павлов нумай çул ỹсекен курăксем акса çитĕнтерет. Кăçал утă сутса кăна 380 пин тенкĕ укçа тунă. Çак укçапа рулонлă пресс подборщик туяннă. Люцернăна иккĕмĕш хут çулсан кунтан кая мар укçа ĕçлесе тăвасшăн хастар фермер. Утă сутса пиншер тенкĕ укçа тăвакан çынсем тата та пур. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Вадим Севрюгин - люцернăна кашни канашлурах хĕрсе кайсах хỹтĕлекенскер - утă сутса ытти культурăсене сутнинчен те ытларах укçа тума май пуррине цифрăсемпе çирĕплетсе пачĕ. Сăмахран, люцернăн кашни гектарĕнчен вăтамран 35-40 центнер утă пуçтарса кĕртетпĕр.1 тоннине тăватă пин тенкĕпе сутсан та пĕр гектар вунултă пин тенкĕ таса тупăш парать. Кун çумне тата çĕр пулăхлăхĕ лайăхланнине хушмалла. Темиçе çул усă курнă хыççăн люцернăна сухаласан, çак хирте нимĕнле удобренисĕрех хуть те мĕнле культура та лайăх çитĕнет. Вадим Петрович килти пахчасенче те çуррине çĕрулми, тепĕр çуррине люцерна акса çĕре çĕнетсе пыма сĕнет. Люцерна юлашки вăхăтра анлă сарăлнă сиенлĕ хурт-кăпшанкăран - проволочникран хăтăлма та пулăшать иккен. Утă нумай пулсан, йышлă выльăх-чĕрлĕх те усрама пулать. Ял çыннисем сĕт сутса та самаях укçа-тенкĕ пуçтараççĕ. Чукалти Валерий Безруков çемйи 3 ĕне усрать. Эпĕ Валерий Николаевичпа хĕлле тĕл пулса калаçнăччĕ. Вăл мана уйăхне 26-27 пин тенкĕлĕх сĕт сутни çинчен пĕлтерчĕ те, тĕлĕнсех кайрăм. Урăх ăçта ĕçлесе кун чухлĕ укçа тума пулать-ха ялта? Сергей Ильичевпа Анатолий Андреев çемйисем те виçшер, Нина Ильичева, Иван Ильичев, Сергей Нефедов, Сергей Еремеев тата ыттисем икшер ĕне усраççĕ, хăйсенчен ытлашши сĕте предпринимателе сутса укçа ĕçлесе тăваççĕ. Чăнах та, юлашки кунсенче сĕтĕн сутăн илмелли хакĕ кăштах чакнă, халĕ килограмне 12 тенкĕпе туянаççĕ. Апла пулин те ĕне усракансем уйăхне 7-8 пин е ытларах та укçа тăваççĕ. Чукал тăрăхĕнче вăрман çырлине сутса та тенкĕ çумне тенкĕ хушаççĕ. Вутă касса-вакласа сутакансем те укçасăр лармаççĕ. Чукал вуттине Патăрьелсем те, Елчĕксем те хапăл тусах туянаççĕ. Пуянкасси енне кайсан вара сысна йышлă усракансене нумай тĕл пулатăн. Ама сына уйрăмах тупăш кỹрет. Сысна çурисене 3,5-4 пин тенкĕпе сутаççĕ, киле пырсах туянаççĕ. Мĕншĕн усрамалла мар-ха? Вунă çура - хĕрĕх пин вĕт! Çулталăкра икĕ хутчен çăвăрлаттарсан пĕр ама сакăрвунă пин тенкĕ таран тупăш кỹме пултарать. Районти вун-вун çын пыл хурчĕсем ĕçрчетнине тупăшлă ĕç тесе хаклать. Хур-кăвакал усракансем те какайсăр лармаççĕ. Сурăх ĕрчетекенсем те тăкаклă ĕçлемеççĕ. Хăвăн çемйỹне кирлинчен ытлашшине сутатăн - «чĕрĕ» укçа илетĕн.
«Укçа çуккă», - теетпĕр,
Ăна тума пĕлместпĕр...
Выльăх усра тăрăшса -
Вара пулĕ сан укçа», - çапла çырнăччĕ тахçан Борис Борлен сăвăç. Ман шутпа, питĕ тĕрĕс каланă.
И.САЛАНДАЕВ.