Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтисем - чи вăйлисем

30 сентября 2015 г.

Малтисем - чи вăйлисем

Кăçал ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан В.Денисов уçрĕ:

- Спорт вăл - сывлăх çăлкуçĕ. Унпа пĕчĕкренех туслашма тăрăшмалла. Çакăн уссине каярахпа хамăрах лайăх туйса илĕпĕр.

Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Çакăнпа пĕр ялтан ятарласа килнĕ ватă çын та килĕшрĕ. Çамрăк чух чупас енĕпе ялта ăна çитекен пулман-мĕн. Халĕ те чупĕччĕ те - текех аллинчи туйи пулăшаймĕ ĕнтĕ...

Унăн шухăшне Чăваш Республикин Çутçанталăкпа экологи министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Е.Юшин та ăнланчĕ тейĕн:

- Физкультурăпа спорт ÿсĕме пăхмаççĕ, - терĕ вăл. - Пурне те - ăнăçу. Чунсенче Олимп хĕлхемĕ ан сÿнтĕр!

Культурăпа кану центрĕ умĕнче пухăннă тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем унăн шанăçне тÿрре кăларчĕç темелле: Шăмăршăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти тĕрлĕ классенче вĕренекенсем финиша чи малтан çитессишĕн вăй-халне шеллемерĕç: пĕр çын та - команда чысĕ: Дипломсемпе медальсене ахаль памаççĕ.

Пĕтĕмлетсе шутласан кăçалхи Наци кросне районта икĕ пине яхăн çын хутшăннă. Ку - пĕрре  те ÿстерсе калани мар.

Кивĕ Чукалсенех илер. Унта, ахăртнех, кросс Шăмăршăринчен те çивĕчрех иртрĕ пулĕ. Çакна вара палăртса хăвармалла: ялта физкультурăпа спортпа туслашакансен йышĕ çÿллен ÿссе пырать. Ватăсем те маххă парасшăн мар-ха: утмăл çула çитичченхи спортсменсенчен А.Чамеева çитекен пулмарĕ. Хĕрарăмсенчен чи вăйли - Е.Борзова.

Наци кросĕ - кашни ял тăрăхĕшĕн. Çак акцирен карапайшăмăршăсем аякра юлаççĕ-и вара. Вуншар çын старта тухрĕ çак кун. Чупу тĕрлĕ тапхăрсемпе иртрĕ. Паллах, çĕнтерÿçĕсем парнесемсĕр юлмарĕç.

Ман сăмах мар - васансем пуян тенĕ. Ку, ахăртнех, унăн вырăсла ячĕпе те çыхăннă пулĕ. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.Ильин спортсменсене саламласа старт пачĕ те - хĕрÿ кĕрешÿ пуçланчĕ.

Чукалсем аякра тăччĕр-и вара; Спортпа туслисем ку тăрăхра та сахал мар. Хальхи кроса ашшĕ-амăшĕсем, ачасем те хаваспах хутшăнчĕç.

Наци кросĕ Пăчăрлă Пашьелĕнче те ăнăçлă иртрĕ. Унта ялти вăтам шкул вĕренекенĕсем палăрчĕç.

В.АНТОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика