Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Такăр çул, водитель!

25 ноября 2015 г.

. Паллах, вулакан тавçăрса илчĕ: сăмах вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕнче 30 çул пĕр улшăнми ĕçлекен Николай Иванов çинчен пырать.Николай Федорович руль умне пуçласа ларнăранпа кăçал 43 çул çитет. Çар службине кайичченех алла илнĕ вăл шофер профессине. Салтакра та – Венгрире иртнĕ унăн çар тивĕçĕ – 2 çул водительсен отделенийĕн командирĕ пулнă, киле сержант званипе таврăннă. Н.Ендиеров, вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ, акă мĕнле хак пачĕ унăн ĕçне: - Николай Федорович техникăна яланах юсавлă тытать. Хуть хăш вăхăтра та инçе çула тухма хатĕр тăрать. Çирĕп йĕркене пăхăнса пысăк яваплăхпа ĕçлет. Ĕçĕпе кăна мар, пур енĕпе те кăмăллă çын вăл. Çапла, унăн ĕçĕпе пурте кăмăллă. Эпĕ те çул çине тухсан машина чăхăм- ланине нихăçан та астумастăп. Темле техникăпа та çỹрет 1-мĕш класлă опытлă водитель – унăн машина салонĕ яланах тирпейлĕ, тасалăхпа çуталса тăрать, грузовикпа çỹрет-и вăл, «Газельпе» е «Жигулипе» - пурпĕрех. Каланă вăхăта пĕр минут та пулин кая юлса çитни нихăçан та пулман унăн пурнăçĕнче. Кашни ир тап-таса çи-пуçпа, уçă кăмăлпа ĕçе пуçăнать вăл. Икĕ машина шанса панă ăна – микроавтобус тата çăмăл машина - хăш вăхăтра пăхса ĕлкĕрет-ши – иккĕшĕ те пĕр кăлтăксăр ĕçлеççĕ. Кунĕн-çĕрĕн вуншар-çĕршер километр хыçа хăвараççĕ – пĕр чăрмавсăр, тикĕссĕн чупаççĕ кустăрмисем. Анчах та çакнашкал çăмăллăн ĕçлеттерме водителĕн çул çинчен таврăнсан техникăна ыран валли мĕн чухлĕ хатĕрлени пире курăнмасть. Инçе çул хыççăн çĕр варринче гаража çитсен те киле тỹрех каймасть Николай Федорович – машинăна тĕрĕслет, юсав ĕçĕсем туса ирттерет. Вăхăтне пăхмасть – ирччен те тỹрлетме пултарать. «Кăткăс механизм çул çинче кăна йĕркеллĕ ĕçлетĕрччĕ», - тет вăл. Унăн ĕçĕнче ачасемпе каймаллисем те сахал мар пулаççĕ-çке! Ăçта кăна илсе кайман вăл шкул ачисене – Мускав, Тюмень, Хусан, Ульяновск, Пушкăрт Республики, Казахстан... Савăк кăмăлпа, хавхалануллă туйăмпа ларать Николай Федорович руль умне. Ирхине ăна вĕрентỹ ĕçченĕсем кĕтеççĕ, ĕç хыççăн – юратнă çемйи. Мăшăрĕпе, пĕр ялтах ỹснĕ Елена Ивановнăпа – икĕ ача пăхса ỹстернĕ вĕсем, иккĕшне те тивĕçлĕ воспитани панă. Халĕ ачисем те çемьеленнĕ, 3 мăнукĕ савăнтарса тăраççĕ вĕсене. Пушă вăхăтра вара савнă мăшăрĕпе вăрмана çỹреме юратать. Хуть мĕнле уйăхра та. Унта шăплăх, хăйне майлă илĕртỹллĕ тĕнче. Çапла 36 çул алла-аллăн тытăнса пĕр сукмакпа утаççĕ Николайпа Елена Ивановсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пырса. Николай Федоровича кашни ирех ĕçе ырă сунса ăсатса ярать ачалăхри шанчăклă тусĕ, пĕр куç хупмасăр кĕтсе илет. Эпир те ăнăçлă çул сунатпăр сире, ĕç ветеранĕ! Яланах такăр çул пултăр сире, хисеплĕ Николай Федорович!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика