Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çула тухсан тимлĕ пул!

18 июля 2017 г.

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Иванов ертсе пынипе, июлĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхшăн кĕрешекен правительство комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ун ĕçне Шăмăршă район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов та хутшăннă.

ГИБДД управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Шăмăршă районĕнче çул çинче авари пулнă 4 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 4 çын аманнă.

«Транспорт системине аталантарасси» программăн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăха ỹстермелли çум программине пурнăçлама 2017 çулта районта 461,353 пин тенкĕ уйăраççĕ. Çак укçапа муниципал пĕлтерĕшлĕ автомобиль çулĕсене ятарлă паллăсемпе çĕнетĕç. 

Çак çум программăпа килĕшỹллĕн «Пăчăрлă Пашьел - Вырăс Чукал» автоçулăн 4,007 километрне юсанă, ку тĕлĕшпе 11496,947 пин тенкĕ тăкакланă. Районта вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене те йĕркене кĕртеççĕ. 

Ларура çул-йĕр çинче çав тери тимлĕ пулмаллине, пассажирсене автобуспа турттарнă чух правилăсене çирĕп пăхăнмаллине, ачасен çуллахи каникулĕ вăхăтĕнче водительсен асăрханулăха ỹстермеллине палăртнă. Халăх хушшинче профилактика ĕçне туса пырасси те малти вырăнта тăмалла. 

Н.РУБЦОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика