Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуласлăхне спортра курать

30 января 2018 г.

Пуласлăхне спортра курать

ОЛЬГА СЕРГЕЕВА Шăмăршăри вăтам шкулта 10-Б класра пĕлỹ пухать. Вĕренỹре тăрăшуллă - 9-мĕш класа хĕрлĕ аттестатпа вĕçленĕ. Анчах та шкулта вăл ытларах спорт çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăрать. Шкулта тата районта çăмăл атлетикăпа иртекен кашни ăмăртурах Диплом çĕнсе илет. Хĕлле йĕлтĕрпе чупма та кăмăллать. Çапах та çăмăл атлетика унăн пурнăçĕнче тĕп вырăн йышăнса тăрать.

Кивĕ Шăмăршăра пурăнакан О.Сергеева Васанти тĕп шкулта 6 çул вĕреннĕ хыççăн Шăмăршăри вăтам шкула куçсан, физкультура учителĕ С.Хафизов хĕр ачан спортри пултарулăхне тỹрех асăрханă. Унпа уйрăммăн ĕçлеме тытăннă. Чăннипех те пысăк пуласлăхлă спортсменка вăл. Ахальтен мар ăна Шупашкарти олимп резервĕсене хатĕрлекен ятарлă шкул çумĕнчи ушкăна илнĕ. Халĕ унпа асăннă шкулти паллă тренер М.Кузнецов ĕçлет, телефонпа тăтăш кирлĕ сĕнỹсем парать, Раççей шайĕнчи ăмăртусене хатĕрлет. Оля тĕп хулара эрнелĕх тренировкăсенче те час-часах пулать, хăвăрт чупас ăсталăхне ỹстерет. Çитĕнỹсем те çук мар - декабрь уйăхĕн вĕçĕнче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ăмăртура 3 километрлă дистанцие 10 минут та 22 çеккунтра чупса тухса 5-мĕш вырăн йышăннă - çитĕннисен 1-мĕш разрядне пурнăçланă.

Çитес вăхăтра Оля Сергеева Кисловодск хулине тренировкăна кайма пуçтарăнать. Яланхи пекех хуть мĕнле çанталăкра та кунне 10-12 километр чупать, малашнехи ăмăртусенче малти вырăнсене йышăнма ĕмĕтленет. Класс ертỹçи Т.Анисимова Оля çинчен лайăх сăмахсем кăна калать:

- Питĕ ĕçчен, сăпайлă, пуринпе те савăк кăмăллă вĕренекен. Вĕренỹре те, спортра та çирĕп тĕллевсем лартать, вĕсене пурнăçлама чăтăмлăх çитерет. Класра ăна пурте килĕштереççĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиатне ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатпăр!

Г.ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика