Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă пилĕк çул хушши - пĕр çулпа

09 февраля 2018 г.

Аллă пилĕк çул хушши - пĕр çулпа

Юбилей, юбилей, юбилей!

Ыр сунатпăр сире, çут телей.

Ăнса пыччăр ĕçсем çулсерен,

Такăнми утăмпа кунсерен.

Райцентртан Пăчăрлă Пашьел салине килекен асфальтлă çулпа пынă чух Асанкассинчи Ленин урамне пырса кĕрен. Çак урам варри тĕлĕнче çивиттине çутă хĕç-тимĕр, умри сад пахчине тимĕр карта тытнă кермен пек капăр илемлĕ çурт ларать. Çак çуртра ĕнтĕ Георгий Власовичпа Раиса Николаевна Кузьминсем хăйсен ĕçчен те маттур Вова ывăлĕпе, пăрчăкан пек хастар Лида кинĕпе пурăнаççĕ. Ватăсем 55 çул хушши пĕр çулпа утаççĕ. Телейлĕ мăшăр тесе пĕр иккĕленмесĕр калас килет вĕсем çинчен. Кузьминсем хăйсен ĕмĕрĕнче 3 хĕрпе ывăл çитĕнтерсе тĕрĕс çул çине кăларнă.

Раиса Николаевнапа Георгий Власович телей шыраса ялтан таçта аякка тухса утман, атте-анне пилĕпе кунтах тĕпленнĕ. Çын тени çĕр çине телей курма килет. Шăпа вара çитмĕл те çичĕ ала витĕр кăларса чăтăмлăха тĕрĕслет. Чунпа çирĕппи, çынлăха çухатманни çеç çав йывăрлăхсенчен тĕрĕс-тĕкел тухать.

Вĕсем иккĕшĕ те тăван ялта, тăван колхозра вăй хунă. Георгий малтанхи çулсенче яла радио кĕртнĕ самантра радиомеханик пулса ĕçлерĕ. Каярах вара, Пăчăрлă Пашьелĕнче вырăнти радиоузел йĕркелесен, дежурнăй операторта тăрăшрĕ. Вырăнти радиоузел ĕçлеме пăрахсан колхозра электрик-механикра ĕçлерĕ. Тырпул пуçтарса кĕртнĕ вăхăтра тырпул тасатакан агрегатсене тĕрĕслесе тăнă, хĕлле - сортировка техникине ĕçлеттернĕ.

Раиса вара мĕн пенсие тухичченех колхоз производствинче вăй хунă, бригада ĕçĕсене хутшăннă.

Пурнăç... Пĕрин тикĕс те чăрмавсăр шăвать. Теприн – тертлĕ те тумхахлă. Ĕçрен хăраманни çеç йывăрлăхсене çĕнтерме хăват çитерет. Çавăн пек çынсем вĕсем, Георгийпе Раиса. Вĕсен ачисем тĕрлĕ еннелле саланса пĕтнĕ, килте пĕр Вова çеç пурăнать. Тамара - Чулхула облаçĕнче, Галя - Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ. Роза Шăмăршăра пурăнать. Кузьминсен халĕ 10 мăнук, кĕçĕн мăнуксем те пур.

Пĕррехинче вĕсен Роза хĕрĕнчен çапла ыйтса пĕлме тỹр килчĕ:

- Атте-анне сирĕн чĕрере мĕнле туйăмсемпе палăрса тăраççĕ?

 Атте-анне пурри ăраскал. Ăраскал вăл - телей, пире вĕсем тĕрĕс çул çине кăларнă. Анне çут хĕвел пекех çĕр çинче пурнăç тытса тăрать. Унăн ырă тĕслĕхĕ пире пархатарлăха вĕрентет.

Атте – пирĕншĕн хаклă çын, вăл пурнăç тĕвви, пирĕн тĕрек. Сăмах май, кăçал атте 80 çул тултарать, - çапла хуравларĕ Роза Георгиевна.

Юлашкинчен хамăн статьяна, юбилярсене саламласа, çак сăвă йĕркисемпе вĕçлесшĕн:

Кĕмĕл пас тытнă тăнлавăра,

Хура-шур пичечĕ сăнăрта.

Пурпĕрех ăшпиллĕх иксĕлми,

Хăмăр куçăрта - шевле сỹнми.

М.ВАНЮШИН, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика