00:00 19 мая 2010 г.
ПĔРНЕ-ПĔРИ çур ĕмĕр хушши савса пурăнса ылтăн туя ачисемпе, мăнукĕсемпе, мăнукĕсен ачисемпе паллă тăвакансем – чăннипех те телейлĕ. Анат Чаткасри Василий Алексеевичпа Нина Александровна Еремеевсем çак кунсенче ăшă салам сăмахĕсене нумай илтеççĕ, пурте вĕсене çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ.
Иккĕшĕ те вĕсем – ял-йышра хисеплĕ çынсем. Василий Алексеевич 40 çул хушши тăван ялта шоферта ĕçленĕ. Ĕçре малта пынипе çеç çырлахман, вун-вун çамрăка техникăна алла илме пулăшнă. Паян хуçалăхра ĕçлекен водительсем – пурте тенĕ пекех В.А.Еремеевăн вĕренекенĕ пулнă çынсем.
Нина Александровна 35 çул ялти шкулта техничка ĕçĕнче тăрăшнă. Шкулти тирпейлĕхпе тасалăх унран питĕ нумай килнĕ. Тăван коллектив ăна паян та ырăпа кăна аса илет.
Василий Алексеевичпа Нина Александровна – иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Хастар ĕçшĕн илме тивĕçнĕ Хисеп грамотисем те чылай. Чи пысăк награда вара – ял-йыш хисеплени.
Телейлĕ мăшăр икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Саша ашшĕ çулĕпех кайнă, водительте ĕçлет. Олег нумай çул хушши республикăри ГИБДД системинче вăй хучĕ, подполковник званийĕпе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Еремеевсен икĕ ывăлĕ те – пултаруллă спортсмен, ирĕклĕ майпа кĕрешсе пĕрре çеç мар Акатуй паттăрĕ пулнă.
Надя Çĕнĕ Ульяновскра ЖКХ управленийĕнче, Ира суту-илÿре тăрăшаççĕ.
Василий Алексеевичпа Нина Александровна ултă мăнукĕпе тата мăнукĕн ачипе чунтан савăнаççĕ, йыш татах хутшăнса пырасса кĕтеççĕ.
– Ылтăн туя мĕнпур тăвана, ял-йыша чĕнетпĕр, – тет Василий Алексеевич. – Кам пире хисеплет – пурте килччĕр. Сывлăх пулсан, мăнуксен туйĕсенче те савăнасчĕ-ха.
Çапла пултăрччĕ, Ваççа тете!