Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Пĕрремĕш халăх писателĕ

00:00 19 мая 2010 г.

Пĕрремĕш халăх писателĕ

ЧĂННИПЕХ те çапла: пирĕн прозаиксенчен «Чăваш халăх писателĕ» хисеплĕ ята чи малтан шăпах Илпек Микулайĕ тивĕçнĕ. 1915 çулхи майăн 19-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче çут тĕнчене килнĕ вăл. Вилĕмсĕр, чăваш литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă «Хура çăкăр» роман авторĕ çуралнăранпа паян 95 çул çитрĕ.

Пулас писатель ялти пуçламăш шкулта, унтан Тутар Республикине кĕрекен Хурăнвар-Шăхалĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1931 çулта Патăрьелĕнчи педагогика техникумне пĕтерсен пĕр хушă Шупашкарта, педагогика институтĕнче пĕлÿ илнĕ. Шăпах çак çулсенче Илпек Микулайĕн «Вăхăт», «Ăсату», «Командир арăмĕ», «Хула курма», «Ĕмĕтсем» калавĕсем çуралнă, литературăна талантлă çыравçă пырса кĕнине çирĕплетнĕ.

1934 çулччен писатель Васанти тулли мар шкулта ачасене вĕрентнĕ, ун хыççăн республикăри «Çамрăк колхозник» хаçатра литература пайĕн заведующийĕ пулнă, кайран радиовещани комитетĕнче ача-пăча тата çамрăксен кăларăмĕсен аслă редакторĕнче ĕçленĕ.

1937 çулта Илпек Микулайне Хĕрлĕ Çара илнĕ. Салтакра вăл политрук заместителĕ, зенитлă артиллери дивизионĕн комсомол бюровĕн ответлă секретарĕ пулнă. Çартан таврăнсан писатель радиовещанин политика пайĕн редакторĕнче, каярахпа Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литератури пайĕн аслă редакторĕнче тăрăшнă.

Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан 26 çулхи писатель хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Мускаври çарпа политика училищинче вĕреннĕ хыççăн Илпек Микулайне 1941 çулхи декабрьте дивизире тухса тăракан «На разгром врага» хаçат редакторĕ пулма çирĕплетнĕ. Н.Ильбеков майор тăтăшах малти линисене тухса çÿренĕ, вут-çулăм айĕнче паха та хаклă материал пухнă. Хăйĕн чаçĕпе пĕрле писатель-офицер Мускав, Харьков патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Вăрçă çулĕсемпе Сталинградран пуçласа Балкан çур утравĕ таран утса тухнă. Запорожье, Никополь, Николаев, Одесса хулисене фашистсенчен тасатнă, çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн орден-медальсене тивĕçнĕ.

Çартан 1948 çулхи май уйăхĕнче таврăннă Николай Филиппович. Мирлĕ ĕçшĕн тунсăхласа çитнĕскер, Чăваш кĕнеке издательствинче аслă редакторта ĕçлеме тытăннă, çав лава вунă çул ытла туртнă. 1958 çултанпа – Писательсен Союзĕн правленийĕн ответлă секретарĕ, 1971 çултанпа – Писательсен союзĕн консультанчĕ. 1975 çулта Илпек Микулайĕ тивĕçлĕ канăва тухнă.

Чăваш халăх писателĕ çирĕм ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Эпир – совет салтакĕсем», «Тăватă кун», «Новеллăсем», «Çĕнĕ çын», «Вăрçăпа çĕнтерÿ», «Тимĕр», «Вăрçă калавĕсем» т.ыт.те. Литература ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн Илпек Микулайне Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе, РСФСР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Николай Филиппович ăста куçаруçă пулнипе те палăрнă, хамăр тата урăх çĕршывсен çыравçисен хайлавĕсене чăваш вулаканĕсем патне çитернĕ. Сăмах май, унăн произведенийĕсене те тĕрлĕ чĕлхепе сахал мар куçарса кăларнă. Вăл шутран «Хура çăкăр» роман – вырăсла, пăлхарла, эстонла пичетленсе тухнă.

Халăх юратакан писатель пурнăçран 1981 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче уйрăлнă. Шупашкарта тата Шăмăршăра пĕрер урам Илпек Микулайĕ ячĕпе хисепленеççĕ. Виçпÿрт Шăмăршă шкулĕнче халăх писателĕн музейĕ уçăлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика