Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Çĕнтерÿ – вăйлисенче

00:00 06 сентября 2010 г.

Çĕнтерÿ – вăйлисенче

"ШĂМĂРШĂ ХЫПАРĔ" хаçат парнисемшĕн тата СССР летчик-космонавтне, Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г. Николаева асăнса çăмăл атлетсен эстафета чупăвĕ интереслĕ те хаваслă иртрĕ. Юратнă район хаçатне, редакци хатĕрленĕ парнесене çĕнсе илессишĕн ял поселенийĕсен, учрежденисен, организацисен, предприятисен тата райадминистрацинчи пайсемпе уйрăмсен командисем эрне кун "Туслăх" спорт комплексĕ умĕнчи стадиона пухăнчĕç.

Район пуçлăхĕн çумĕ Г.Н. Обаськин пурне те çитĕнÿсем тума ырă сунса ăмăртăва килнисен пĕрремĕш ушкăнне старта йыхравларĕ. Старта çемье командисем тухрĕç. Ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен пĕр ачи мала тухассишĕн эстафета патакне пĕр-пĕринчен йышăнса финишалла ыткăнчĕç. Карапай Шăмăршăри Карповсен туслă çемйи ыттисене хыçала хăварса пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ.

Ветерансен командисем хушшинче спортпа туслă Карапай Шăмăршă çыннисем Анат Чаткас командине хыçа хăварса мала тухрĕç.

Шкул ачисен эстафетинче парнесене çĕнсе илессишĕн хĕрсемпе каччăсем черетленсе чупрĕç. Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсемпе тĕп шкулсем уйрăм ăмăртрĕç. Тĕп шкулсем хушшинче ăнăçу Пуянкасси командинче пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – Васан тата Кивĕ Чукал командисем. Палтиел шкулĕн пĕрремĕш команди вăтам шкулсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. Вĕсем хыççăн финиша Шăмăршă шкулĕн пĕрремĕш команди тата Карапай Шăмăршă шкулĕн команди çитрĕç.

Район администрацийĕн командисем яланхиллех ăмăртăва килнисене савăнтарчĕç, спорта юратнине çирĕплетрĕç. Паллах, вĕсенчен предприятисен, организацисен, учрежденисен командисем те юласшăн пулмарĕç.

Хĕрÿ тупăшура рарайадминистрацин экономика пайĕн команди дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Районти тĕп больница тата халăха социаллă пулăшу паракан центр командисем кĕмĕлпе пăхăр медальсене илме тивĕçрĕç. Карапай Шăмăршăри Карповсен çемье командине "Чувашия – Поддержка" страховани компанийĕ 10 пин тенкĕлĕх страхланине çирĕплетекен документ пачĕ.

Арçынсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăна çĕнсе илессишĕн Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн тата çак ялти шкул командисем пĕр-пĕринпе тупăшрĕç. Хальхинче ăнăçу ял поселенийĕн командинче пулчĕ.

Хĕрарăмсем хушшинче сумлă парнене "Елочка" санатори команди тивĕçрĕ.

Эстафетăра мала тухнă командăсене "Советская Чувашия" хаçатăн Грамотисене, "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн парнисене парса чысларĕç.Палтиел вăтам шкулĕн команди "Советская Чувашия" хаçатăн куçса çÿренĕ Кубокне тивĕçрĕ.

Çавăн пекех кашни спортсменах "Советская Чувашия" хаçат ирттерекен Чăваш Ен прессин фестивальне хутшăннине çирĕплетекен сертификат пачĕç.

Район хаçачĕн редакцийĕ ăмăртăва ирттерме пулăшнă судьясене чун-чĕререн тав тăвать, ăнăçу сунать.

А.МИХАЙЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика