Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Н.В.ФЕДОРОВ – Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ

00:00 13 сентября 2010 г.

Н.В.ФЕДОРОВ – Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ

РАЙОНШĂН тунă нумай-нумай ырă ĕçсене хакласа тата халăх ыйтнине шута илсе, район депутачĕсен Пухăвĕн тунти кун пулса иртнĕ ларăвĕ Чăваш Республикин пĕрремĕш Президентне Н.В.Федорова «Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ »ят парасси çинчен йышăну кăларчĕ. Çак йышăнушăн депутатсем пурте пĕр кăмăллă пулса сасăларĕç. Николай Васильевич малашне те Шăмăршă районне çывăха хурасса шанса тăнине палăртрĕç.

Депутатсем черетсĕр 37-мĕш ларура Шăмăршă районĕн 2010 çулхи бюджечĕ мĕнле пурнăçланни çинчен пĕлтернине (тупăш енĕпе – 33511720,81 тенкĕ, тăкак енĕпе – 33626054,90 тенкĕ) шута илчĕç, «Шăмăршă районĕнчи 2011-2013 çулсенчи пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» тата «Шăмăршă районĕнче 2011-2015 çулсенче ĕç сыхлавĕпе ĕçлекенсен сывлăхне лайăхлатасси çинчен» тĕллевлĕ программăсене сÿтсе явса çирĕплетрĕç.

Депутатсен Пухăвĕн ларăвĕн ĕçне район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.В.Максимов хутшăнчĕç. В.П.Фадеев умра тăракан задачăсене çивĕчлетсе сăмах тухса каларĕ.

Уйрăммăн илсен, Валерий Петрович Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев ял хуçалăхĕ умне лартнă задачăсене пурнăçланă çĕрте ертÿçĕсен ответлăха çирĕп туймаллине палăртрĕ. Кĕр акине паян-ыранах вĕçлессишĕн, çĕртме сухи тăвассине хăвăртлатассишĕн, выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассишĕн, çитес çур аки валли паха вăрлăх хатĕрлессишĕн конкретлă мерăсем йышăнмалла.

С.ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика